Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сывлăх

Укроп куҫ ыратсан пулӑшать

— Кăмăл пăтрансан укроп пулӑшать. Вӑл сахӑр диабечӗпе чирлисемшӗн те питӗ усӑллӑ. Мӗншӗн тесен сахӑр диабечӗ тӗп нерв системине, чӗрене, пӗвере, пӳресене, куҫсемпе урасене сиенлет. Куҫ ыратсан, укроп настойкинче салфеткӑна йӗпетӗр те унпа куҫсене 20 минутлӑха витӗр. Ҫакна 20 кун хушшинче тепӗр хут тумалла. 
Настой ҫапла хатӗрленет: 1 апат кашӑкӗ вӑрлӑха 1 стакан вӗри шыв ямалла та 30 минут тытмалла. 
Укроп настойкипе усӑ курни кăкăр ӗмӗртекен амӑшӗсен сӗтне ӳстерме пулӑшать. 

Вӗретнӗ сӗт

Вӗретнӗ сӗтпе (топленое) чей тутлӑ. Ӗлӗк сӗте вӗри кӑмакана лартнă. Вăл 80-100 градус вӗрире 8-9 сехет хушши пиçӗхме тивӗçлӗ.
Хальхи вăхăтра каҫхине сӗт вӗретмелле те кӗленче колбаллă термоса ярса хумалла. Ирхине валли вӗренӗ, тутлӑ сӗт хатӗр пулать.
Вӗретнӗ сӗте вар-хырăм лайӑхрах ирӗлтерет. Унпа алергипе асапланакансен те усӑ курма пулать, мӗншӗн тесен нумай вӑхӑт кăмакара тăнă чухне алерги кăларса тăратакан белоксем саланаççӗ.

Пуҫ ыратсан, меслетсем

Ывӑннӑ тата пуҫ ыратать пулсан, пӗр стакан шыв ӗҫмелле. Кун пек чухне ӑшӑ ванна пулӑшма пултарать.

Хура хурлӑхан сӗткенӗ пуҫ ыратнине те ҫӑмӑллатма пултарать.

Ҫӑмӑл массажӑн усси те пысӑк. Сӑмахран: пуç тăрринчи ҫӳҫе тураса массаж тума пулать.

Пыл тата вӗретнӗ чей пуç ыратнă чухне усӑллӑ.

Пуҫа алшӑллипе ҫыхни ыратнине ҫӑмӑллатать.

Купӑста ҫулҫи пуҫ ыратнинчен те пулӑшать. Ҫулҫӑсене кӑштах çемçетмелле (вӗри шывпа ҫемҫетме те юрать), ыратакан вырӑна хумалла.

Ҫавӑн пекех хуппипех каснӑ лимон татӑкӗпе ыратакан вырăнсене сӑтӑрни те усӑллӑ.

Стрессран пуҫ ыратать пулсан, выртса тăрăр, лӑпланӑр.

Герань чечекӗ те сывлӑхшӑн усӑллӑ

Чӳрече сакки çинче пӳрте илем кӳрсе ларакан герань чечекӗ хитре кӑна мар, сывлӑхшӑн усӑллӑ та, теҫҫӗ специалистсем.
Шӑнса пӑсӑлсан. 1 литр шыва 25 г герань ҫулҫине ямалла та 10 минут вӗретмелле. Унтан ҫак шывпа карланкӑна чӳхемелле.

Сунасран. Сунасран хӑтӑлма герань ҫулҫисен сӗткенне сӑмсана тумлатма юрать.

Юн пусăмӗнчен. Герань ҫулҫисене алă сыппи ҫине хурса юн пусӑмне йӗркелеме пулать. Ҫакна тӑвас тесен, герань çулçине алăпа çемçетсе кăштах сӗткенне кăлармалла.

Хăлха шыççинчен. Хӑлха ыратнине сирсе яма та герань ҫулҫисем пулӑшаҫҫӗ. Ҫывӑрас умӗн унăн ҫулҫине пӗтӗрсе хӑлха ăшне хума пулать.

Шӑл ыратнинчен. Герань ҫулҫисене чӑмламалла. Вӑл тӗрлӗ шыҫӑсенчен сыхлать, стафилокксене вӗлерекен бактерицид япаласем уйӑрса кăларать.

Ӳт валли. Герань чечекӗнчи эфир ҫӑвӗсем ӳте сиплӗ витӗм кӳреҫҫӗ, тӗрлӗ паллăсене пӗтереççӗ, экзема пек чирсене хирӗҫле сиплев майӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл сурансенчен пӳрсене кăларать, пиҫнӗ ӳте хӑвӑртрах тӳрлетет.

Остеохондрозран, радикулитран. Герань ҫулҫисенчен компрессем туса, остеохондроза, радикулита та сиплеме пулать.

Ҫӳҫе сиплени. Ҫӳҫе герань шывӗпе ҫусан, ҫӳҫ тӑкӑнмасть.

Ывӑннинчен. Ҫакӑн валли герань ҫулҫисене алӑпа йăваламалла. Вӑл ывӑннине сирсе ярать, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет, стресспа депрессирен хӑтарать.

Ҫывӑрайманнин-чен. 10 ҫулҫӑна 1 стакан вӗри шыв ямалла, сулхӑн вырӑнта 1 сехет тытса тӑмалла. Ҫывӑрас умӗн ҫак настойкӑна стаканӑн виҫҫӗмӗш пайне ӗҫме юрать.
Кирек мӗнле сипленмелли меслетсемпе усă курас умӗн врачпа канашлăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев