Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сывă ӳт-пуре – сывă ăстăн

«Малалла Ҫӗнтерӳ патне!» ҫӑмӑл атлетика эстафети стартне пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен, ял тăрăхӗсен тата районти ӗҫ коллективӗсен командисем тухрӗҫ.


Эстафетăна пӗтӗмлетсе, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисем хушшинче 3 вырӑна – Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей команди, 2 вырӑна – 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ, 1 вырӑна – Аслӑ Аксу вăтам шкулӗ йышăнса илчӗ.

Ял тӑрӑхӗсем хушшинче: 3 вырӑна – Упи ял тăрăхӗ, 2 вырӑна – Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗ, 1 вырӑна – Хулаçырми ял тăрăхӗ йышăнчӗ.

Районти организацисемпе предприятисен хушшинче: 3 вырӑна – Ҫӗпрел районӗн администрацийӗн команди, 2 вырӑна – шалти ӗҫсен уйрăмӗ тата 1 вырӑна спорт шкулӗн команди çӗнсе илчӗ.

 

Бадминтон енӗпе ăмăртусем «Чемпион» спорт комплексӗнче иртрӗç.

Вӑйăра районти организацисемпе предприятисенчен чи вӑйлӑ та чи лайӑх вӑйӑçисем хутшӑнчӗç. Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене грамотӑсем, медальсем пачӗç. Куҫса ҫӳрекен Кубока спорт шкулӗ çӗнсе илчӗ.

 

Совет Союзӗн Геройне С.А.Уганина асӑнса кӗрешӳ турнирӗ иртрӗ.

Ӑмӑртусем пуҫланас умӗн Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, Тутарстан Республикин тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура деятелӗ, «ТУС» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ, Тутарстан Республикинчи пиçиххипе çыхăнса кӗрешес енӗпе федерацийӗн президенчӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене халалласа лартнă обелиск патне чечексем хучӗҫ.

Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем тата призерӗсем медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклӑ парнесемпе парнеленчӗç.

Район пуҫлӑхӗн асăнмалăх парни вара, велосипед, Матакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗренекенӗ Полина Ермолаевана тивӗçрӗ.

Реклама

 

Мини-футбол енӗпе районти уҫӑ турнира Марат Салахова халалласа йӗркелерӗç.

Матч пӗтӗмлетӗвӗсемпе 3 вырӑна Çӗнӗ Йӗлмел команди çӗнсе илчӗ.  2 вырӑна Чӑваш Çӗпрел команди йышăнчӗ.  Кивӗ Çӗпрел команди мини-футбол енӗпе районти уҫӑ турнирăн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ.

Турнирӑн чи лайӑх вӑйçисене палӑртрӗç. Чи лайӑх тапӑнакан – Борис Альмяшкин (Чăваш Ҫӗпрел), чи лайӑх хапхаçă – Алексей Николаев (Çӗнӗ Йӗлмел), чи лайӑх хӳтӗлекен – Адель Сафин (Кивӗ Ҫӗпрел) пулса палăрчӗç.

 

Сабантуй лаптăкӗнче Т.А.Кудрявцева асӑнса футбол турнирӗ иртрӗ.

Турнирта 6 команда хутшӑнчӗ: «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» (Ульяновск облаҫӗ), «Çӗпрел» (Чӑваш Ҫӗпрел), «Сокол» (Аксубаево районӗ), «S-print» (Ульяновск), «Пасна», «Бирюч» (Аслă Нагаткино).

Тимофей Арсентьевич Кудрявцев ячӗллӗ турнир улттӑмӗш хут иртрӗ. Çакна та каласа хăварас пулать, вӑл ҫулсерен анлăнрах та анлă масштаблă иртет. Ҫакна вӑйă курма килекенсем те, Тимофей Арсентьевичӑн ҫемйи те палӑртрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене илес пулсан, пӗрремӗш вырӑна «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» команда йышӑнчӗ, иккӗмӗшне – «Çӗпрел», виҫҫӗмӗшне – «S-print».

Турнирӑн чи лайӑх вӑйçисем те палӑрчӗç. Вӗсем: хӳтӗлекен Вадим Сальников, «s-print»; тапӑнакан Сергей Гаврилов, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр»; хапхаçă Сергей Козин, «Хӗрлӗ Çӑлтӑр» пулчӗç.

Сабантуй лаптăкӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах, кӗрлесе тăчӗ. Конкурссем, концерт номерӗсем, вӑйӑсем йӗркеленӗччӗ. Чи хастар хутшăнакансем унта та парнесем илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев