Сывă пурнăç йӗрки
Иртнӗ кунсенче районти спорт объекчӗсем тӗрлӗ мероприятисенчен, шӑв-шавран чарăнса тăмарӗç.
«Акчарлак» ишмелли бассейнра «Ҫамрӑк дельфин» тесе ят панă ӑмӑртусем иртрӗç.
«Алтын» спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе командăсем вăй виçрӗç.
«Ылтӑн шайба» хоккей ӑмӑртӑвӗсем те «Алтын Барс» пӑр аренинче кунӗпе пычӗç. Тӗрлӗ ялсенчи шкул командисем çак спорт тӗсӗпе мӗнле ӑмӑртнине курма питӗ нумай куракансем килнӗччӗ.
Кивӗ Чукал вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ йӗлтӗр базинчи ăмăртусем организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем хушшинче иртрӗ.
Вӑйлă спортсменсене ҫулӗсене тата йӗлтӗрпе иртнӗ километрсене пăхса палӑртнӑ.
«Чемпион» спорт комплексӗнче иртнӗ ӑмӑртусем тенниспа бадминтон енӗпе малта пыракансене уçăмларӗç.
Бадминтон енӗпе çӗнтерекенсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев