Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сывӑ ӳт-пӳре - сывӑ ăс-тăн: Ҫӗпрелӗн спортсменӗсене чысларӗҫ

Кур пирӗннисене

Районта физкультурниксен кунне халалланӑ мероприятисем эрне тăршшӗпех пычӗç.

Ҫак шӑматкун та ирхине Çӗпрел ҫыннисемшӗн спорт мероприятийӗсемпе питӗ пуян пулчӗç. Районти организацисен, предприятисен ӗҫченӗсем пӗрлехи команда пулса, ГТО  нормисене памалли фестивале пуçтарăнчӗç. Спорт лаптăкне вара ултă команда хушшинче баскетбол енӗпе ăмăртусем иртрӗç. Мӗнпур вăйăсем  çивӗç те интереслӗ пулчӗç. Командӑсем вӑйӑ ӑсталӑхне пысӑк шайне кӑтартрӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе I вырӑна – Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профиллӗ лицей, II вырӑна – Алешкин-Саплык вӑтам шкулӗ, III вырӑна – Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗ тивӗçлӗ пулчӗ.

Тӗп уяв вара спорта юратакансене, районта сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлакан ҫынсене, тренерсене, спорт ветеранӗсене чыслассипе пуҫланчӗ. Уйрăмах тав сӑмахӗсем тӗрлӗ спорт çул-йӗрӗ енӗпе Федерацийӗн ертӳҫисене пулчӗ. Правительство парнисене: ТР Спорт министерствин Хисеп грамотисене, Тав ҫырӑвӗ пачӗç.

Парнеленекенсем хушшинче район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине, Тав çырӑвӗсене, район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медалӗсене, ГТОн ылтӑн паллисене илекенсем те пулчӗç. Хулаҫырми ялӗнчен Романовсем вара спорта юратакан ҫемье пулнă май палăрчӗç.

Реклама

Эрне тăршшӗпе пынă волейбол, баскетбол, футбол, бадминтон, ишес енӗпе тата ытти ӑмӑртусенче ҫӗнтерекенсене те ертӳçӗсем Тав çырăвӗсем,  медальсем тата кубоксем пачӗç.

Ҫамрӑксен ӗçӗ, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов районти физкультурӑпа спорт пурнӑҫӗнче активлă  хутшӑнакансене парнелерӗ. Спорт мероприятийӗсене хутшӑнакан  чи активлă аслă çулсенчи район çыннисем те аяккинче юлмарӗç ҫак кун.

Сцена ҫинчен уяв ячӗпе концерт номерӗсем янӑрарӗҫ, уяв çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм  тата манăçми  самантсемпе асра юлчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев