Сыснасем те чирлеççӗ
Специалист сăмахӗ
Сыснасен Африка чумин чирӗ çинчен «Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗ» бюджет учрежденийӗн начальникӗпе, тӗп врачӗпе Расим Низамовпа калаçрăмăр.
— Ҫутҫанталӑкра ҫак чире саракансем, тӗпрен илсен, ытларах хир сыснисемпе кăшлакан чӗрчунсем, ӳт-тир паразичӗсемпе юн ӗмекен хурт-кӑпшанкӑсем пулса тăраҫҫӗ, — тет Расим Низамов. — Вирус кӗтӳ ҫӳретмелли çарансенче, выльӑх-чӗрлӗх турттаракан автотранспортра, выльăх-чӗрлӗх усракан вырăнсенче нумай вӑхӑт хушши сыхланса юлма пултарать.
Организма чир витӗмӗ
Африка чумин вирусӗ лимфа тӗввисенче, юн тымарӗсенче, шӑмӑ миминче пухӑнать, пӗтӗм организма начар витӗм кӳрет. Лимфоцитсене, макрофагсене, эндотели клеткисене сиенлетет, иммун системине вӑйсӑрлатать, юн тымарӗсен стенисене çӳхетет, тромба кăларса тăратать.
Чир паллисем
Малтанхи паллӑсем организма вирус лекнӗ хыҫҫӑн 2-6 кунтан палăрма пултараҫҫӗ. Чир ҫивӗч формӑпа (эрне е ытларах) е питӗ ҫивӗч (3 кунран ытла мар) иртет. Питӗ ҫивӗч пулнă вăхăтра, чӗрчунсем час-часах чир паллисем пулса кайичченех вилеҫҫӗ.
Ӳт температури 41,5-42 градуса çити ӳсни, апат анманни, пусăрăнчăклăх, питĕ шыв ĕçес килни, сăмсаран шӗвек юхни, варвитти (хăш чух юнлă тухни) чир паллисем пулса тăраççĕ. Вилӗм тӗслӗхӗ питӗ пысăк, сыснасем сайра сывалаççӗ (1-2%).
Ҫыншӑн чир хӑрушӑ мар. Выльӑхсемшӗн — чир вилӗмпе вӗçленес хӑрушлӑх. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхра 15 ҫухрӑмри радиусра пур чӗрчуна та çука кăлармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев