Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сыхланни ытлашши пулмасть

ГИБДД

Тутарстан Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Патшалăх автоинспекцийӗ аса илтерет: кӗрхи тата хӗллехи тапхăрта кун, апла пулсан, ҫутӑ вӑхӑт та кӗскелет, ҫавӑн пекех ҫанталӑк условийӗсем те час-часах улшӑнаççӗ, ҫумӑр, юр ҫуни, тӗтре лару-тăрăва кăткăсланать.

Çумăр вăхăтӗнче куçсен курас майӗсем чакни пӗр хӑрушлӑх шутлансан,  кустӑрмасем çул çинче çирӗппӗн шăвас майӗсем начар пулни – иккӗмӗш хăрушлăх.Тӗтре вӑхӑтӗнче вара, ҫак хăрушлăхсем тата та ытларах пулаççӗ. Тӗтре куç курăмне аташтарать – объекта çитичченхи хушă чăнлăхран инҫерех, вӗсен хӑвӑртлӑхӗ вара ерипен пек туйăнать. Сывлӑш температури  улшăнса тăнине   пула ирхи тата каҫхи сехетсенче ҫул çийӗ хăвăрт пӑрланать. Автомобилӗн кустăрмисене те пӗр вӑхӑтрах икӗ тӗрлине хума юрамасть  – кун пек чухне машинӑн реакцине пӗлме пултараймастăн.

–  Хӗллехи тата пур сезона та юрăхлă шинӑсен протекторӗн ҫӳллӗшӗ сахалтан та тӑватӑ миллиметр  пулма тивӗçлӗ. Протектор тарӑнӑшӗ  тарăн мар пулсан,  машинан тормозӗ икӗ хут вӑрӑмланать. Ҫулла хӗллехи шинӑсемпе усӑ курсан та – ҫавӑн пекех. Машина çӳретекен çул-йӗр мӗнлине тата куç кураслăхӗн условийӗсене шута илсе,  хăвăртлăха тӗрӗс суйламалла, хирӗçле юхăмăн çулӗ ҫине тухнӑ чухне хӑрушӑ маневрсенчен сыхланмалла, – тет ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов. Автоинспекци ӗҫченӗсем район ҫыннисене çулсем çинче сыхă, тимлӗ пулма, асăрхануллă çӳреме тата çул çӳремелли правилăсене ҫирӗп пурнăçлама чӗнсе калаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев