Реклама
Хыпарсем
Светлана Изендеева: «Ӗçӗме те, çемьене те питӗ юрататăп»
Октябрӗн 10-мӗшӗ – Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунӗ
Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗ «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» ытти филиалӗсем хушшинче сӗт туса илес енӗпе малти вырăнта тăрать. Светлана Изендеева – агрофирмӑра чи нумай сӗт туса илекенӗ.
Малта пыракан дояркăпа ҫывӑхрах паллашассишӗн Ҫӗнӗ Йӗлмел филиалне çул тытрăмăр. Светлана пире фермӑра, выльӑхӗсем патӗнче кӗтсе илчӗ.
Светлана Викторовна Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралнă. Пилӗк ачаллӑ çемьере, йӗкӗреш хăраххи пулнӑ Александрпа иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Светлана каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрӗн ӗмӗчӗ – сутуҫӑ пулса ӗçлесси пулнă. Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртес тесе, вӑл Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче 8 класа пӗтернӗ хыҫҫӑн Ульяновск хулинчи сутуҫӑсене хатӗрлекен вӗренӳ çуртне вӗренме кӗрет. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе, Аслă Нагаткино поселокӗнче ӗçлеме пуҫлать. Нумаях та вăхăт иртмест Светлана хăйӗн пурнăçӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ял каччине Дмитрий Изендеева тӗл пулать тата вӗсем шӑписене пӗрле ҫыхӑнтарса, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне таврӑнса тӗпленеççӗ. Акă ӗнтӗ çирӗм ҫултан ытла Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи филиалра вăй хурать Светлана, çавăн çичӗ çулне искусственнăй майпа йăхлантаракан, ытти ҫулӗсене доярка пулса ӗçлет. Кӑҫал Светланăн группинче 40 пуç пӗрремӗшне пăруланă тынасем. Пӗрремӗш хут пăруланă тынасене сутармашкăн вӗрентет. Талӑкра вӑл 800-850 литр сӗт суса илет. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи филиалăн директорӗ Фиолит Садыков каланӑ тӑрӑх, Светлана яланах пысӑк кӑтартусем тăвать. Чи лайӑх ӗне сăвакан ята та пӗрремӗш хут кăна ҫӗнсе илмест.
Ирхинехи тӑватӑ сехетре ӗҫе каяссишӗн, ăна миҫере тăма кирлине пӗлме йывӑрах мар. Ирхинехи виҫӗ сехетрен тăма тӳрӗ килет ăна. Хӑнӑхса çитрӗм ӗнтӗ, тет вăл. Фермӑра ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма килте тата мӗн чухлӗ ӗç кӗтет. Апат хатӗрлесси, кил-ҫурта тирпейлесси, выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси, пахча ӗҫӗсем, ҫемье вучахне сыхласси. Светлана ханум ҫак ӗҫсене хаваспах пурнӑҫлать, кашнинех ӑшшӑн кӗтсе илет. Мăшăрӗ Дмитрий вара вахта меслечӗпе ӗҫлет.
– Çемьене, ӗçӗме, сӗт выльăхӗсене юрататӑп. Вӗсем мана сасӑранах паллаҫҫӗ. Выльăхсем хăйсемпе лайăх хутшăнура пулнине те ăнланаççӗ, юратаççӗ, ҫавӑнпа сӗтне нумайрах парса савӑнтараҫҫӗ, – тет Светлана.
Светлана мăшăрӗпе Дмитрийпа виҫӗ ачана воспитани парса ӳстереççӗ. Аслӑ ывӑлӗ Роман хальлӗхе ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать, Анатолий Ульяновск хулинче вӗренет, хӗрӗ Яна вара шкулта пӗлӳ илет.
Пултаруллӑ ҫемье тӗп никӗсре пурăнать. Ашшӗпе амӑшне пӑхса, вӗсенчен пил илсе, юлашки ҫула ăсатнă.
Паянхи кун Светлана Изендеева ӗҫӗпе савăнса, малашлăха лайăх плансемпе пурăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев