Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Суя кăтарту паракан –  преступник

Ҫӗпрел районӗн сучӗн уголовлă ӗç енӗпе пынă ларура свидетель пулнă май хутшăнса,  суя кăтарту паракан А.Тухфатуллован ӗҫне пӑхса тухнӑ тата  ӑна наказани палăртнă

Ӗҫ вара çапла пулать. А. Тухфатуллова Н.Михайлов енӗпе уголовлă ӗçне пăхса тухнă чухне свидетель пулнă май хутшăнать. Кăтарту пама чӗнсен вара А.Тухфатуллована пăхса тухма тивӗçлӗ  преступник ӗçӗ енӗпе мӗнпур даннăйсем çинчен тӗрӗс кăна каласа пама кирли, çавăн пекех суя справкăсем панă е ӗлӗк панă кăтартусенчен пăрăннăшăн уголовлă яваплăх палăртма пултарни çинчен ăнлантарнă тата вăл свидетельсен списокӗнче алă та пусать.

Анчах А.Тухфатуллова Н.Михайлова наказанирен хăтарса хăварас тесе, пӗлсе тӑрсах фактсене пӑсать тата суя кăтарту парать. Урӑхла каласан, вӑл С.Павлована вӗлернӗ тӗлӗшпе уҫнӑ уголовлӑ ӗҫ енӗпе свидетель пулнă май кăтартусем панă чухне, С. Павлована 2018 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Шăмăршă районӗнчи Шăмăршă ялӗнчи кафере 17.00 сехетре курни çинчен калать. Павлова вара 2018 çулхи августăн 21-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутран пуçласа августăн 22-мӗшӗччен 8 сехет те 30 минут вăхăт хушшинче вилнӗ пулни уçăмланать. Ҫапла вара, хăйӗн суя кăтартăвӗпе А.Тухфатуллова преступлени ӗçӗ енӗпе, суд тишкерӗвӗ пынă вăхăтра чăнлăха палăртма чăрмантарать .

Суд вара А.Тухфатуллована РФ ПК  307 статйин 1 пайӗпе айăплă тесе  йышăнать тата 10 000 (вунă пин) тенкӗ  штраф евӗрлӗ наказани пама решени кăларать.

Реклама

Суд ларӑвӗсенче чӑнлăхра пулнине улăштарса суйса каланăшăн  РФ Уголовлă Кодексăн 307-мӗш статйипе закон умӗнче явап тытма тӳрӗ килнине те асра тытни паха.

Статьяна район сучӗн пресс-центрӗпе пӗрле хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев