Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шурă çӳçӗнче чун-чӗрин тасалăхӗ, пурнăçӗ иртнӗ ӗç хирӗнче...

Çак кунсенче 90 çул тултарнине палăртса ирттернӗ районти аслă çулсенчи ветерансем патӗнче районти ертӳçӗсем пулса, вӗсене юбилейӗсемпе саламларӗç

Чун-чӗрипе халӗ те шкулта...

Ветерансем

Гулия Фаизова

Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчи Рафаиля Абдракиповна Хисматуллина хӑйӗн пурнӑҫне ачасене пӗлӳпе воспитани пама халаллать. Паян та, аслă çулсенче пулин те, чун-чӗрипе шкул пурнӑҫӗпе пурӑнать. Хӑйӗн вӗренекенӗсен ӑнӑҫăвӗсемшӗн савӑнса, уявсенче вӗсенчен саламсем илсе, хӗпӗртесе пурӑнать.

Вӑл Çӗнӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ахальтен мар вӑл педагог профессине суйласа илнӗ. Рафаиля Абдракиповнан йӑх-несӗлӗнче ялти мулласем те пур. Ашшӗ вăрçăра пулнă çын. Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинчен вӑл ырă-сывӑ таврӑнать. Ял совечӗн секретарӗн, ҫу завочӗн директорӗн ӗçӗсене пурнăçлать. Ҫемьере вара нумай ача пулнӑ, Рафаиля Абдракиповна 14 ачаран – пиллӗкмӗшӗ. Ҫапах та вӑл пӗлӳ илме тӑрӑшнӑ, район центрне çӳресе вӗренет, унтан каҫхи шкулта хăй те вӗрентме пуҫлать.

Шӑпи ăна, ҫамрӑк учительницӑна, кӑшт вӑхӑт иртсен, Ҫӗнӗ Ишлӗ ялне илсе ҫитерет. Кунта вӑл хӑйӗн пулас мăшăрӗпе Джавдетпа тӗл пулать. Тирпейлӗ, вӗреннӗ каччӑ çамрӑк вӗрентекенӗн чун-чӗрине ҫӗнсе илме пултарать.

Тӗп никӗсе кин пулса килнӗ вăхăтра, Рафаиляна хунямăшӗ кӗтсе илет, хуняшшӗ вара вăрçăра вилнӗ. Ҫавӑнтанпа ҫемьере 4 ача ҫут тӗнчене килет, вӗсем иккӗшӗ те ҫак ял тӑрӑхӗнче мӗнпур вăйне-халне хурса ӗçлеççӗ, пурӑнаҫҫӗ.  Мăшăрӗпе 51 ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑннӑ хыҫҫӑн, 2010 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять.

– Эпӗ хамӑн ӗҫе питӗ юрататтӑм. Шел пулин те, шкултан тивӗçлӗ канӑва маларах кайма тиврӗ. Эпӗ ку таранчченех шкулта вӗрентнӗ ҫулсене аса илетӗп. Хуняма ырă кăмăллă ҫынччӗ. Эпӗ шкултан таврӑннӑ ҫӗре вӑл чей вӗретсе, апат пӗçерсе кӗтсе илетчӗ, – тет Рафаиля аппа иртнӗ çулӗсене тунсăхлăн аса илсе.

Паян Рафаиля Абдракиповна тӗп никӗсре, ывӑлӗпе, кинӗпе пӗрле пурăнать. Унăн тата виҫӗ хӗрӗ пур: пӗри ялта пурӑнать, иккӗшӗ – хулара, хӑйсен ҫемйисемпе пурăнаççӗ.

Уяв ячӗпе вӗсем пурте хӑйсен ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗçӗн мăнукӗсемпе кукамăшне, асламăшне саламлама килнӗччӗ. Тулăх сӗтел хатӗрлесе, хӑйсен кӳршисене, тӑванӗсене, ял-йыша амăшӗн çуралнă кунне палăртса ирттерме чӗннӗччӗ.

Хисеплӗ юбиляра саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметянов та килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗ ячӗпе хӑнасем парнесем пачӗç, ӑшӑ сунăмсем сунчӗç. Уявпа саламлама килнӗ хăнасене Рафаиля Абдракиповна тав турӗ, ăнăçу сунчӗ.

 

Машинăпа çӳреме «тăхăрвуннă» кансӗрлемест

Гулия Фаизова

«Ӗлӗкхи ҫынсем сывлӑхӗсем ҫирӗп», тесе калама юрататпӑр. 90 ҫул тултарнине палӑртса ирттерекен Адельзян Ахметзянович Физханов паянхи кун та машинăпа çӳреме пултарни ку чăннипех те çапла пулнине тата тепӗр хут шанатăн.

– Аттене вӑрҫа ӑсатнӑ чухне эпӗ 9 ҫултаччӗ. Ҫавăнтан вара вӑл таврӑнмарӗ. Аннепе пӗрле эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр, вӑл текех качча тухмарӗ, пире пӑхса ӳстерчӗ, – тесе калаçса кайрӗ Адельзян пичче хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен.

Совет ҫарӗн ретӗнчен таврăннă хыҫҫӑн, вӑл Донбаса шахтӑна тухса каять. Унта пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ хыҫҫӑн, каллех тӑван ене таврӑнать, милицин участокри инспекторӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Адельзян Ахметзянович «Госстрахра» ертӳҫӗ çумӗ, унтан Кивӗ Шемӗршелӗнчи «Госстрахăн» участокри инспекцийӗн ертӳçи пулса ӗҫлеме те ӗлкӗрет.

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче вӑл пулас мăшăрне тупать.  Султания Саитгереевнапа вӗсем 54 ҫул пӗрле пурăнаççӗ.  Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнă çав. Хальхи вӑхӑтра вӑл пӗчченех пурӑнать, шел, вӗсен ачисем пулман. «Султания мана ача пекех пăхрӗ, эпир пӗр-пӗрне питӗ хисеплесе пурăнтăмăр», – тет вӑл. Паян Адельзян Ахметзяновича социаллӑ ӗçчен Лейсан Мавлютова пӑхать. Унсӑр пуҫне тата унӑн мăшăрӗн тӑванӗсем ялта пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ туслӑ пурăнаççӗ.

Милицире чыслă ӗçленӗшӗн Адельзян Ахметзяновича I, II, III степень медальсемпе, ҫавӑн пекех «Госстрах», РСФСР Финанс министерствин Хисеп грамотисемпе парнеленӗ.

Вăл вӑрӑм ӗмӗрӗн вăрттăнлăхне уҫса, ялăн хисеплӗ çынни пӗр кун та ӗҫсӗр ларманни ҫинчен калать. Аслă çулсенче пулин те, халӗ те сурӑхсем усрать. Мӑшӑрӗ пурăннă чухне вӗсен качаки те пулнă. Вӗсем валли хӗл каçма апат хатӗрленӗ, ҫӗрулми акса ӳстернӗ.   Ялти ватă çын активлӑ пурнӑҫ йӗрки – вӑрӑм ӗмӗрӗн никӗсӗ тесе шутлать.

Чӑнах та, 90 ҫулхи Адельзян Физханова ӑмсанма пулать: вӑл ку таранччен машинӑпа хӑех çӳрет. Водитель удостоверенине те кирлӗ мар ӗнтӗ темен –  иртнӗ çул улӑштарнӑ.  Хуҫалӑхра апат-ҫимӗҫ е ҫавнашкал мӗн те пулин кирлӗ пулсан, ветеран «Ока» машини ҫине ларать те лавккана каять, унччен вăл мăшăрӗпе пӗрле район центрне, Шӑмӑршӑ районне, Ульяновск хулине те кайса çӳренӗ.

– Водитель удостоверенине улӑштарма кайсан, «10 ҫул иртсен, 100 ҫул тултарсан эпӗ татах та килӗп-ха», тесе сăмах пачӗ, – тет социаллӑ ӗçчен Лейсан Мавлютова.

Адельзян Ахметзянович шӳтлеме юратакан ҫын, ăс-тăнӗ лайăх.  Хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ, иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен аса илсе калаçнă чухне унăн  мăшăрӗшӗн тунсӑхлани палăрать.

– Султания çитмест чунăма, эпир пӗр чун пулса пурӑннӑ-çке. Тунсăхласа пăхма сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ юлчӗҫ, вӗсене кашни кунах пăхатăп, унпа калаҫатӑп, унӑн вилтӑпри ҫине кайса килетӗп. Питӗ тунсӑхлатӑп... – тет.

Эпир те, хамăр черетӗмӗрте, Адельзян Физхановăн канлӗ ватлăхӗшӗн, таса та хӑтлӑ кил-çурчӗшӗн, пуринчен ытла – хисеплӗ ватăшăн хӗпӗртесе таврăнтăмăр. 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗнчен парнесем пачӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗç.

 

 

Чугун çулсем тăса-тăса

Римма Мавлютова

Султания Фасхутдиновна Галиева 1932 ҫулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче Хушхăва ялӗнче çут тӗнчене килет.

Султания Фасхутдиновнан ашшӗ вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта каять. Ветеран фронтран аманса таврӑнать, нумай пурӑнаймасть. Султания аппана ачаранпах колхозра ӗҫлеме тӳрӗ килет. Тӑван ялӗнче вӑл колхозра, фермӑра ӗҫлет. 16 ҫулта вербовкӑпа Çӗпӗре вӑрман касма, пӗренесем хатӗрлеме каять. Хӑйӗн пекех ҫамрӑк хӗрсемпе бараксенче пурӑнаҫҫӗ. Унтан вӑл вербовкӑпа та строительствӑна, чугун ҫул хывма тытӑнать. Чугун ҫула вӗсем Узбекистан патне ҫитиех тӑсаççӗ. Вӑл унта пурӑнма та юлать. Унта хӑйӗн пулас мăшăрне – Гомерне тӗл пулать. Вӗсем пӗрле виҫӗ ача çитӗнтереççӗ: Наиль, Усман тата Рушания. Султания Фасхутдиновна больницӑра малтан повара пулăшакан, унтан 25 ҫул ытла больницӑн инфекци уйрӑмӗнче санитарка пулса ӗҫлет.

1992 ҫулта тӑван ялне таврӑнать, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче тӗпленет. Хальхи вӑхӑтра вӑл кӗҫӗн хӗрӗпе Рушанияпа пӗрле пурӑнать. Юбилярăн 2 мӑнукӗ тата кӗçӗн мӑнукӗ пур.

Хисеплӗ ветерана 90 ҫулхи юбилейпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн ертӳҫӗсем асӑнмалӑх парнине, чечексем пачӗҫ тата нумай çул пурăнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

 

 

Кӗтсе иртнӗ пурнӑҫ...

Гулия Фаизова

Унӑн пурнӑҫӗ   яланах кӗтнинчен ҫеҫ тӑрать пек. Телей, пурнӑҫӑн лайӑх кунӗсене кӗтсе ҫеҫ мар, кӗтӳ те кӗтсе...

Хӑйне пӗлме пуҫланӑранпах, Шланка ялӗнче пурӑнакан Шамшикамяр Мифтахетдиновна Низамова кӗтӳ кӗтни ҫинчен калать. Малтан вӑл хӑйӗн тăван Мучелей ялӗнче ҫамрӑклах кӗтӳ кӗтет вăл, унтан Шланка ялӗн каччине Насибуллана качча тухсан, вӗсем иккӗшӗ сурӑх кӗтеççӗ.

Вăл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫут тӗнчене килет вăл, пурнӑҫӗ питӗ йывӑр пулать. Ҫавӑнпа та вӗренме пултарайман, ачаранах ӗçлеме тӳрӗ килнӗ. Ҫамрӑк хӗр колхозра вăй хурать. Унтан качча тухать.

Хăй те 12 ача ҫуратать, паянхи кун унăн ачисенчен улттӑшӗ пурăнаççӗ. Ял хӗрринчи хӑйӗн пӗчӗк пӳртӗнче Шамшикамяр аппа ывӑлӗпе пӗрле ватлӑхне кӗтсе илчӗ.

Вӑл ачисем ӑнӑҫлӑ ӳссе çитӗнессе кӗтсе, вӗсемпе пӗрле, хăйӗн 90 ҫулне те куҫҫульпе кӗтсе илчӗ.

Йывӑр ҫулсенче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тунă сăмахсемшӗн тата район пуҫлӑхӗн ячӗпе панӑ парнесемшӗн кӑмӑлӗ çӗкленчӗ. Ӑшшӑн саламланӑшӑн вӑл район администрацийӗнчен килнӗ Радик Багаутдинова, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Ильдар Якупова чунтан тав турӗ.

 

 

 

«Пирӗн ачалӑха, ҫамрӑклӑха вӑрҫӑ вӑрларӗ»

Римма Мавлютова

Тутар Тӗкки ялӗнчи Зайтуна Зайнулловна Садыкова та – вӑрҫӑ ачи.

Зайтуна Зайнулловнан ашшӗ вӑрҫӑ пуҫланичченех, вӑрманта сарăмсăр вилет. Амӑшӗ Латифа аппа вара ачасене пӗчченех пӑхса ӳстернӗ. Зайтуна Зайнулловнана та мӗн ачаранпах ҫанӑ тавăрса ӗҫлеме тӳрӗ килет. Вӑл 4 класс ҫеҫ пӗтерме пултарнă, урӑх вӗренме пӳрмен. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл амӑшӗпе хире ҫӳреме, тырпул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра аслисене пулӑшма пуҫлать. 14 ҫулта ăна ялти хӗрсемпе пӗрле Альметьевскри строительство ӗҫне яраҫҫӗ. Кунта вӑл икӗ ҫул ӗҫлет.

– Эпир ялти хӗрсем пурте ҫӑпата сырса кайнăччӗ, тепӗр кунне пире ботинкӑсем пачӗҫ, вӗсене арҫынсем валли ҫӗленӗ ӗнтӗ, пысӑк та, кансӗрччӗ. Çавӑн пек пысӑк, кансӗр, йывӑр ботинкӑсем тăхăнса кирпӗчпе тӑм турттарнине нихҫан та манас ҫук. Вӗсем паян та ман куҫ умӗнчех, эпӗ вӗсене аса илсенех, манӑн ӳт-пӳ сăрăлтатать, – тет Зайтуна Садыкова.

Альметьевскри стройкӑра икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсене Хусана яраççӗ, грузчиксем пулса ӗçлеççӗ.

– Хусанта пире апат ҫитместчӗ. Эрнере пӗр буханкă ҫӑкӑр паратчӗҫ. Ӑна илес тесен, кунӗпех черетре тӑмаллаччӗ. Пирӗн ачалӑхăмăра та, ҫамрӑклӑхăмăра та вӑрҫӑ вӑрларӗ, – тет юбиляр.

1950 ҫулта, тинех, вӑл тӑван ялне таврӑнать. Вӑл ун чухне 18 ҫулта пулнӑ. Тӑван ялне таврӑнсан Зайтуна аппа колхоза ӗҫе вырнаҫать. Ӗмӗрӗ тӑршшӗпех фермӑра ӗҫлет, самӑртма хупнă вӑкӑрсене пӑхать. Ку ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен пурнӑҫлать, пенсие тухнӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул ӗҫлет.

Зайтуна Зайнулловна ӗҫ ветеранӗ, вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ, коммунистла ӗҫ ударникӗ, социализмла ӑмӑртусенче темиҫе хутчен ҫӗнтерӳçӗ, район совечӗн депутачӗ пулать.

Юбиляр паян ялта шăллӗпе Хамзапа, унăн мăшăрӗпе Райняпа тӗн никӗсре пурӑнать. Зайтуна аппа ӗмӗр тӑршшӗпех тӑванӗсемпе вӗсен ачисене пулӑшса пурăнать. Унӑн хӑйӗн ҫемйи те, ачисем те пулмаççӗ. Тӑванӗсен ачисемпе мӑнукӗсене те вӑл хӑйӗн ачисем пекех ҫывӑха хурать, юратать. Юбиляр паян та ял, ял тӑрӑхӗн, районти, пӗтӗм ҫӗршыври пулăмсемпе паллашса пурăнать. Куҫлӑхсӑр хаҫат вулать, телевизор пӑхать, çӗршывăмăр тăнăç пултăр, паянхи ӑру телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑр тесе сунать.

Хисеплӗ ветерана юбилейпе саламлама район Совечӗн аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатхуллин килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине пачӗç, ӗçленӗ ӗçсемшӗн тав турӗç, ырлăх-сывлӑх сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев