Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шурӑ тутӑрлӑ, ырă чунлӑ хӗрарӑм

Альфия Мистякован пурнӑҫ çулӗ нумай çыншăн тӗслӗх пулмалăх

Альфия аппа ҫичӗ ачаллӑ ҫемьере тӑваттӑмӗш ача пулса çуралать.

Ашшӗ, Хасанзян пичче, Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫине кайсан, амăшӗ Магира аппа пӗринчен тепри пӗчӗк 5 ачипе пӗчченех тӑрса юлать. Вӗсем ҫав ҫулсен йывӑрлӑхне халӗ те манма пултараймаҫҫӗ. Телее, Хасанзян пичче вӑрҫӑран ырă та сывӑ таврӑнать. Ҫемьере тата икӗ хӗрача: Санияпа Суфия çут тӗнчене килеççӗ.

Тулли çемьере ӳссе ҫитӗннӗ Альфия аппа пӗр ял çыннипе Шаукатпа çемье çавăрса ярать. Туслă та килӗшӳллӗ ҫемьере пилӗк ача пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫуралаҫҫӗ. 16 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн, питӗ шел, Шаукат пичче чирлесе вилет. Альфия аппана, пӗринчен пӗри пӗчӗк пилӗк ачана воспитани парассишӗн, вӗрентессишӗн тата аслă пурнăç çулӗ çине кăларассишӗн нумай вăй хума тӳрӗ килет.

Хунямăшӗпе, Шаукат пиччен чирлӗ йăмăкӗпе Рушанияпа пӗрле вӗсем пӗр никӗсре пурӑнаҫҫӗ. Рушания аппа та ӗнтӗ 84 ҫул тултарса пырать.

Альфия аппа ӗмӗр тӑршшӗпех «Ирек» колхоз бригадинче тӗрлӗ ӗçсенче вăй хурать. Ҫулсерен 5-6 гектар чӗкӗнтӗр çумлать, хирте улӑм, утӑ пухас, алăпа ҫӗрулми кăларас, кӗлетре тырӑ тасатас ӗҫсенче хутшӑнать. Çав çулсенче пӗтӗм ӗçе алă вăйӗпе тунă. Ачисем ӳссе пынăçемӗн, вӗсен пурнӑҫӗ те ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах пулса пынӑ.

Аслӑ ывӑлӗ Фарит строительствӑра яваплă вырӑнсенче ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ строитель ятне илнӗ. Фанис ялта хӑйӗн хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ, ҫуркуннерен пуҫласа мӗн хура кӗркуннеччен тетӗшӗпе Фанилпа пӗрле уй-хиртен таврӑнаймаҫҫӗ те темелле, выльӑх-чӗрлӗх нумай усраҫҫӗ. Фанис ир-ирех хуçалăхсенчен  сӗт пухса, ăна леçме те ӗлкӗрет. Хӗрӗсем Гульчачакпа Айсылу шкулта ӗҫлеҫҫӗ.

Альфия аппан 11 мӑнукӗ, 6 кӗçӗн мӑнукӗ пур. Тӗп ҫуртӑн алӑкӗ хупӑнмасть те темелле, кил хуҫи пурне те уҫӑ сăн-питпе кӗтсе илет. Паян вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн Фанисăн, кинӗн Рамзиян тимлӗхӗнче пурăнать. Альфия аппа халӗ те хурсем, кӑвакалсем, чӑх чӗпписем пӑхать, пурне те ӗçлеме ӗлкӗрет, кукӑльсем, тортсем, чак-чак пӗҫерет.

Паянхи кун ырă чунлă, шурӑ тутӑрлă кинеми мӗн пуррипе çырлахса, пӗтӗм тӗнчене тăнăçлăх, тăванӗсене ырлăх-сывлăх сунса пурӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев