Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сумлă юбилейпе саламларӗç

Иртнӗ кунсенче Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ольга Петровна Михайлова 90 ҫулхи юбилейне уявларӗ.

 

Ольга Петровна Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн шӑпи ҫав йывӑр ҫулсенче пурӑннӑ нумай ҫынсен шӑпи пекех. Вăл хӑйӗн ӗмӗрӗнче савӑнӑҫне те, хуйхӑ-суйхине те нумай тӳссе ирттернӗ. Çамрăклах тӑлӑха тăрса юлнӑ. Унăн амӑшӗ, шӑллӗ 4 ҫулта чухне, чирлесе ир вилет. Ашшӗне Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта илсе кайнӑ, вăрçăран каялла таврӑнма пӳрмен. Ҫапла ачасем хăр тӑлӑха тăрса юлаççӗ. Хăрушă вăрçă тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр вӑхӑтра Ольга Петровнӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ иртет. 16-17 ҫулта вӑл вербовкӑпа инҫетри Кемерово хулине тухса каять.  Тӳсӗмлӗх, ҫирӗп характер ӑна яланах пурнӑҫра йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Унта вӑл çемье çавăрать, вӗсен ывӑл ача çут тӗнчене килет. Тӗрлӗ ӗҫре: нумай ҫул штукатур-маляр пулса, унтан больницӑра санитаркӑра ӗҫлет.

Пурнӑҫ малалла шăвать, сасартӑк ывӑлӗ 55 ҫулта, çичӗ ҫул каялла мăшăрӗ те пурнӑҫран уйрăлса каяççӗ. Ольга Петровна мӑнукӗсен хӳттинче юлать. Унӑн икӗ мӑнук. Асли 43 ҫулта, кӗҫӗнни – 41. Кӗçӗн мӑнукӗсем пур.

Виҫӗ ҫул каялла пӗртӑванӗ, шӑллӗ Николай Петрович вилсе каять, унăн мăшăрӗ Лидия Васильевна килӗнче пӗччен тăрса юлать. Ҫавӑнпа та шăллӗн ачисем, амӑшӗ пӗччен ан юлтӑр тесе, Ольга Петровнӑна кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне – Ҫӗнӗ Шӑхаль ялне пурăнма чӗнсе илеççӗ. Çулталăк каялла унăн шăллӗн мăшăрӗ  те вилнӗ иккен.

Хальхи вӑхӑтра Ольга Петровна шăллӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Пӳртре пурте пур: канлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ. Ӑна Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан шăллӗн хӗрӗ Валентина Николаева пӑхать.

– Мăнакка вăл пирӗншӗн аттепе анне вырӑнӗнчех. Килте пурте пур, пурӑнмалла та савӑнмалла, пире савӑнтармалла ҫеҫ. Сывлӑх сунатпӑр ӑна, кунӗсем тата та нумайрах пулччăрччӗ, – тет  Валентина Николаева Ольга Петровна ҫинчен.

Çак паллă кунпа, 90 çул тултарнă ятпа, юбиляра Ҫӗпрел муниципаллă район Совечӗн аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата Звезда ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Оксана Семенова саламлама килнӗччӗ. Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Марат Гафаров ячӗпе саламлӑ ҫыру тата асӑнмалӑх парне, ҫавӑн пекех чечексем пачӗҫ.

Юбиляршăна юбилей ячӗпе саламланӑ май, хӑнасем вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтсенче ӗҫленӗшӗн чӗререн тав турӗҫ, нумай ҫул пурăнма, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев