Суйлав ҫинчен каласа парӗҫ
Тутарстанра Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗ туса хатӗрленӗ «Информ УИК» проект старт илчӗ.
Ку вӑл суйлав комиссийӗсен членӗсем суйлавҫӑсем патне килӗсене килӗç тенине пӗлтерет.
Ҫакна тума пӗтӗм ҫӗршывӗпе 328,4 пин ҫынна, Тутарстанра — 9,3 пин ҫынна явăçтарӗç. Вӗсем килтен киле ҫӳресе, суйлав ҫинчен каласа параҫҫӗ, суйлавҫӑсен списокӗсем валли даннӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ, сасӑлав меслечӗсене аса илтереҫҫӗ, сасӑлав кунӗ, вӑхӑчӗ тата вырӑнӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавне 2024 ҫулхи мартăн 17-мӗшне палӑртнӑ. Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсене меллӗ пултӑр тесе сасӑлав виҫӗ кун иртет: мартăн 15, 16, 17-мӗшӗсенче. Суйлава 4 кандидат: Владислав Даванков («Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен), Леонид Слуцкий (ЛДПР партийӗнчен), Николай Харитонов (КПРФ партийӗнчен) тата Раҫҫейӗн хальхи Президенчӗ Владимир Путин (хăйне хăй сӗнекен) кӗнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев