Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Суд залӗнчен

Суя хыпар салатсан...

 

Ҫӗпрел районӗн сучӗ Пăрăнтăк станцийӗнчи чугун ҫул поселокӗнче пурӑнакан Владимир Игошина Раççей Федерацийӗн Уголовнăй кодексӗн 306 статйинчи 2-мӗш пайӗпе айӑплӑ тесе палăртрӗ тата РФ Уголовный кодексӗн 64 статйипе усă курса 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме палăртрӗ.

Çак арçын вăтам пӗлӳллӗ, авланман, ӗçлемест, ӗлӗк судпа айăпланман. Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсене – полицин участокри представителӗсене Д.Гадиевпа А. Халимова тавăрассишӗн, полици уйрӑмне шӑнкӑравласа вӗсем çинчен суя хыпар пӗлтерет. Лару-тăру вара, çапла пулать.

Мартăн 8-мӗшӗнче, çӗрле,вунпӗрмӗш çурри тӗлнелле, шалти ӗçсен уйрăмӗн дежурнӑйне Пăрăнтăк станцийӗнчи чугун çул поселокӗнче пурăнакан 105 çулхи Надежда Игошина вилни ҫинчен хыпар килет. Полицин участокри представителӗсем Д.Гадиевпа А.Халимов ҫавӑнтах кинеми пурăнакан вырăна тухса каяççӗ. Анчах, ҫак хыпар суя пулса тухать. Участок  представителӗсем В.Игошина суя хыпаршӑн асӑрхаттараҫҫӗ, уголовнăй яваплӑх çинчен аса илтереҫҫӗ. Ҫакна та пăхмасăр, мартăн 9-мӗшӗнче ир енне ӳсӗр В.Игошин татах пӗрлехи  «112» телефон номерӗпе шӑнкӑравласа, «Мартӑн 8-мӗшӗнче полици ӗçченӗсем  Д.Гадиевпа А.Халимов килсе мана хӗнерӗç» тесе шăнкăравлать.

Пӑва районӗнчи следстви уйрăмӗн материалӗсем тăрăх В.Игошинăн заявленийӗнче кӑтартнӑ фактсем чăнлăха тӳрӗ килмен тата полици ӗçченӗсене хирӗç уголовнăй ӗҫ хускатма сӑлтав тупăнмасть. Паллах ӗнтӗ, суд ларӑвӗнче В.Игошин хӑйне айӑплӑ тесе йышӑнчӗ.

 

Власть представительне «хăратнă»

Пăрăнтăк станцийӗнчи чугун ҫул поселокӗнче пурӑнакан 61 çулти Евгений Пахомова майăн 19-мӗшӗнче ир енне преступлени çулӗ çине тăма мӗн хистенӗ? Ҫав çавах ӗҫкӗ. Курткин шалти кӗсйине 15 сантиметрлă çӗçӗ чиксе Çӗнӗ Пăрăнтăк ял пуçлăхӗн Владислав Ранцевăн ӗç пӳлӗмне килнӗ чухне те вăл ӳсӗр пулнă. Килне газ кӗртменшӗн пуçлăха тавăрасшăн вăл. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ ăна тӗрте-тӗрте пӳлӗмрен кăларать. Темиçе минут хыççăнах Е.Пахомов татах пӳлӗме кӗрет те, «Эпӗ сана пусатăп», тесе хăратать.

Суд ларăвӗнче Е.Пахомов хăйӗн айăпне туллин йышăнчӗ. Район сучӗ ăна РФ Уголовнăй кодексăн 1-мӗш статйипе суд решенийӗ йышӑнса, условнăй майпа ирӗкрен хăтарать. РФ Уголовнăй кодексӗн 73 статйипе килӗшӳллӗн, ҫак тапхӑрта унăн хӑй тӗрӗс çул çине тăнине ҫирӗплетсе памалла. Тӑтӑшах пурӑнакан вырӑнне улăштарма юрамасть, судпа айӑпланнисен йӗркине контроллесе тăракан ятарлă патшалăх органне палӑртса хунӑ вӑхӑтра килсе регистраци иртме тивӗçлӗ пулать.

Статьясене район сучӗн пресс-центрӗпе пӗрле хатӗрленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев