Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Субсидисем параççӗ

Патшалăх пулăшăвӗ

Уйрăм пулӑшу хуҫалӑхӗ илсе пыракан граждансем сӑвакан ӗнесем, качакасем усранă вăхăтра тăкакӗсен пӗр пайне саплаштарма заявлени пама пултараҫҫӗ.

Заявленисене тата документсене 2021 çулхи июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 25-мӗшӗччен  ял (район, хула) тăрăхӗн Ӗҫ тӑвакан комитетне е ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленине памалла.

Уйрăм хушма хуҫалӑх илсе пыракан граждансем, ҫавӑн пекех, «Манӑн субсидисем» электронлӑ информаци системи, е пулмасан çавăн пекех мобильлӗ приложени урлӑ заявлени тата документсем пама праваллă.

Субсидисене кăçалхи çулăн январӗн 1-мӗшӗнчен уйрăм хушма хуçалăх илсе пыракан  гражданина пӗр хутчен параҫҫӗ:

– сӑвакан пӗр ӗне пулнисене: пӗр ӗнешӗн 2300 тенкӗ,

– сăвакан икӗ ӗне пулнисене: пӗр ӗнешӗн 3300 тенкӗ шутӗнчен,

– виҫӗ тата унран та ытларах сӑвакан ӗне пулнисене: пӗр ӗнешӗн 4300 тенкӗ шутӗнчен.

Пӗр пуç сӑвакан качакашăн тата  пӗр ҫулталăкран пысăкрах пулнă качака путеккишӗн  500 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Заявленисем парас енӗпе информацие, субсидисем парас йӗрке çинчен  Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин официаллӑ сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ.

Рамиль Низамов, Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ:

– Субсидисем парас енӗпе документсене йышӑнмалли ӗçе пуҫларӑмӑр. Хуçалăхӗсенче ӗнесем, сӑвакан качака тата пӗр çултан пысăкрах пулнă качака путекки усракансем заявленипе пӗрле паспорт, ИНН, укçа куçарассишӗн банк реквизичӗсем, ветеринари управленийӗпе тунӑ договор (качакасемшӗн кирлӗ мар) тата налук парӑмӗсем ҫукки ҫинчен  справка памалла. Справкăна ТР Патшалӑх тата ӗç порталӗнчен, нумай функциллӗ центртан, налук тӳлекенӗн уйрăм  кабинечӗ урлӑ та илме пулать. Ҫавӑн пекех, ял тăрăхӗн  Ӗç тӑвакан комитетӗнче те ҫак справкӑна илме пулӑшатпӑр.

Иртнӗ çул Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗнче 186 ӗнепе 110 качакашăн субсидисем панă. Çакна та аса илтерсе хăварас килет, субсидисене кӑҫалхи çулăн январӗн 1-мӗшӗччен илнӗ выльӑх-чӗрлӗх йышӗнчен тухса тӳлеççӗ. Январӗн 1-мӗшӗнчен кая юлса илнӗ  ӗнесемпе качакасемшӗн субсидисене ял халăхӗ тепӗр ҫул кӑна илме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев