Субботниксемпе, пулăшу ӗçӗсемпе илемлӗ тăван ен
Район шайӗнче пуçтарăнса масарсене тасатас, яла тирпей-илем кӗртес, тӗрлӗ уявсене хатӗрленес ӗçсем малалла пыраççӗ
Ялсенче субботниксем активланнă тапхăр. Халăх пӗрле пуçтарăнса тирпей-илем кӗртет, юсать, масарсене тасатать...
Иртнӗ канмалли кунсенче, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков ыйтнипе, ял çыннисем ял масарне ӳсекен йывӑҫсенчен, ҫумкурӑксенчен, ҫӳп-ҫапсенчен тасатмалли субботник йӗркелерӗç.
Ҫак ырӑ ӗҫе ял тӑ-рӑхӗпе, социаллӑ ӗҫченсем, аслă çул-сенчисем тата ял ҫыннисем активлӑ хутшӑнчӗç. Ку ӗҫре Алексейпе Алксандр Архиповсем, çавӑн пекех Николай Кашкаров та хӑйсен моторлӑ пӑчкисемпе йăваннă, хăрнă йывăçсене касрӗç, хӑйсен техникипе пенсионерсем Николай Чашкинпа Николай Патшеев та килнӗччӗ. Каснӑ йывӑҫсене, йывӑҫ турачӗсене тата пухнӑ ҫӳп-ҫапа вара Радик Дружков хăйӗн кустăрмаллă тракторӗн тележкипе турттарса тăчӗ. Хӗрарăмсем çуп-çапсене, хăрнă, йывăç-туратсене пуçтарчӗç.
Ял пуҫлӑхӗ Роберт Дружков çак пархатарлӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн ял ҫыннисене тав турӗ. Вӑл малашне те те ҫавӑн пек обществӑлла ӗҫсенче массӑллӑ хутшăнма чӗнсе каласа, ку ӗç – сăваплă ӗҫ пулнине палăртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев