Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Субботниксем вара ку ӗҫре пулӑшаҫҫӗ

Экологи

Тирпейлӗх хамăртан пуçланать

Район шайӗнче санитарипе экологи енӗпе икӗ уйӑхлăхăн йӑлана кӗнӗ субботникӗ иртрӗ. Çавна май территорисем иртнӗ çул юлнă курӑксенчен, ҫулҫӑсенчен, юр айӗнчен тухнă ҫӳп-ҫап юлашкисенчен тасалчӗç. 

Организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем субботника коллективпа тухрӗҫ.

— Ҫуркунне ҫитрӗ. Юр кайрӗ. Ҫавӑн пек субботниксем — ӗлӗк-ӗлӗкрен юлнӑ йӑла. Ку питӗ лайӑх. Тавралӑх та тасалса юлать, уҫӑ сывлӑшра коллективпа ӗҫлеме те кăмăллă, — терӗ хăйсен организацие пăхăннă территорие тасатма тухнӑ Лейсан Ахметова.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен территорисене типей-илем кӗртес тӗлӗшпе санитарипе экологин икӗ уйӑхлăхне ирттереҫҫӗ. Икӗ уйӑхлăх шайӗнче «ЭКО Ҫуркунне — 2024» конкурса та старт пачӗç. 

Пӗр сӑмахпа каласан, кӗреплесемпе шăпăрсем илсе субботнике тухса, кашниех хӑй пурăнакан вырăна ҫӳп-ҫапран тасатса, конкурса хутшӑнма тата призсем выляса илме пултарать.
Ҫак тапхӑрта экологсем, районти ад-министративлă комис-сийӗн пред-ставителӗсем йӗри-тавралăха тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе правилăсене пурнăçланине тӗрӗс-лӗҫ, правилăсене пурнăç-ламаннисене штрафсем парӗç.

Малалла

Район территорийӗнчи контейнер площадкисене йӑлари çӳп-çап валли кӑна уйӑрнӑ. Контейнер площадкисене, вӗсен таврашне йывӑҫ турачӗсене, кивӗ сӗтел-пукана, тислӗк тата ытти пысӑк ӑпӑр-тапӑра кӑларса пӑрахма юрамасть. Пухнӑ ҫӳп-ҫапа турттарма 89969529687 телефонпа «Данадис» обществӑна (Ильнур Ильдусович Исхаков) тата 89272454434 телефонпа «Фламинго» обществӑна (Альфред Альбертович Низамов) шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев