Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Студентсем ГТО пачӗç

ГТО парас енӗпе отличи паллисене студентсене дипломсем панӑ чухне парӗҫ.

«Алтын» универсаллă спорт залӗнче Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсем хушшинче «Ӗçе тата хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн  «ГТО пуриншӗн те» тесе ят панă муниципалитет акцийӗ иртрӗ.

Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, акци ГТО комплексӗн физкультурӑпа массӑллӑ спорт ӗçӗ-хӗлӗнче хастарлӑха йӗркелемешкӗн условисем туса парас çул-йӗрпе популяризацилес тӗллевпе иртет.

Районта физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫе аталантарасси çине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Физкультурӑпа, спортпа туслисен йышӗпе, спортӑн пурлӑхпа техника никӗсне аталантарассипе, физкультурӑпа кадрсем тата спортсменсем хатӗрлессипе пирӗн район республикӑра малти вырӑнсене йышӑнать. Ҫӗпрел районӗнче спортпа туслашас текенсем валли условисем туса пани савӑнтарать. Ҫӗпрелӗнчи техникумăн студенчӗсем те чупас, отжимани тăвас, туртăнас тата вырăнтан сикес енӗпе тӗрлӗ нормативсене пурнӑҫларӗç.

ГТО парас енӗпе отличи паллисене студентсене дипломсем панӑ чухне парӗҫ.

ГТО ылтӑн паллине илме 6 тӗрӗслев (тестсем), ГТО кӗмӗл палли валли –5 тӗрӗслев, ГТО бронза палли валли 5 тӗрӗслев витӗр тухмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев