Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Штрафсен сумми ӳсет

Çӗнӗлӗх

Çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснăшăн штрафсем 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗреççӗ.
Раҫҫейре çул-йӗр юхăмӗн правилисене час-часах пӑснӑшӑн штрафсене ӳстерме хатӗрленеҫҫӗ. Суммăсем чылай пысӑкланаççӗ, апла кăна та мар, ҫӑмӑллӑхлӑ штрафсене 20 кун хушшинче тӳлес май чакать. 

Патшалăх Думин тата законсем кӑларас енӗпе ӗҫлекен Патшалӑх комитечӗ çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснăшăн штрафсене ӳстерессине ырларӗ. Штрафсене ӳстерессине ноябрӗн уйăхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш вулавра ырларӗç, халӗ документăн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вулавне кӗтеҫҫӗ. Енчен те закон проектне йышӑнсан, 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен штрафсем вӑтамран 1,5 хут ӳсӗҫ.

Хăш право йӗркине пӑснӑшӑн ытларах тӳлемелле пулать:

— Ӳсӗрле машинăпа çӳрнӗшӗн штрафа 30 пинрен пуҫласа 45 пин тенкӗ таран ӳстересси;

— Хӑвӑртлӑха пысӑклатнăшăн, ҫул паллисен требованийӗсене пурнӑҫламаншăн 500 тенкӗрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, 750 — 7,5 пин тенкӗ таран ӳсӗ. Хӑвӑртлӑха пысӑклатă, çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсни — час-часах тӗл пулаканнисем пулса шутланаççӗ (2023 ҫулхи статистика тӑрӑх);

— Хирӗҫ ен полосса çине тухнӑшӑн штраф 5 пинрен 7,5 пин тенкӗ таран пысӑкланать;

— Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине çаклатмасăр ҫӳренӗшӗн — 1 пинрен пуҫласа 1,5 пин тенкӗ таран;

— Сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗшӗн штраф 2,5-5 пин тенкӗрен пуҫласа 3,7-7,5 пин тенкӗ таран ӳсӗ; сывлӑха вӑтам сиен кӳнӗшӗн — 10-25 пин тенкӗрен пуҫласа 15-37,5 пин тенкӗ таран.

Штрафсене çăмăллăхлă майпа тӳлеме пулать-и?

Штраф тӳлемелли çăмăллăх виҫине чакарма шутлаççӗ.
Халӗ водитель, енчен 20 кун хушшинче штрафа хупма ӗлкӗрсен, суммăн ҫуррине кăна тӳлеме пултарать. Сӑмахран, хӑвӑртлӑха 20-40 км/сех. ӳстернӗшӗн 500 тенкӗ вырӑнне 250 тенкӗ.

Тӳрлетӳсене йышӑннӑ хыҫҫӑн сахалтан та 75% кая мар тӳлеме тӳрӗ килӗ, анчах та 30 кун хушшинче тӳлемелле пулать. Çăмăллăха ытларах автомобилистсем штрафсене вӑхӑтра тата онлайн мелӗпе тӳлеччӗр тесе кӗртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев