Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӳстернӗшӗн штраф

Пӗлсе тăма

Сосновский пултăранӗ — ял хуçалăха, экосистемăсене тата çынсен сывлăхне пысăк суен кӳрекен наркăмăшлă çумкурăк. Тутарстанра вăл çулсерен ӗрчесе пырать. 

Сосновский пултăранӗ агрессивлă ӳсентăран. Икӗ метр çӳллӗш таран ӳсме пултарать. Ытти ӳсентăрансене пусарать, тăпра тытăмне улăштарать. Унăн сӗткенӗ ӳте çунтарать. Вăтамран илсен пӗр тӗпрен 100 пине яхăн вăрă тухать, вӗсем çӗрте 5-15 çул упранаççӗ, çавăнпа та унпа кӗрешме çăмăлах мар. Çавна май, Тутарстанра ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинчен Сосновский пултăранне пуҫтарманнисем валли штрафсем кӗртме шутлаҫҫӗ.

2026 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ закон вӑя кӗрӗ: ҫӗр пуррисен, харпӑрлӑхҫӑсен, арендаторсен е инфраструктура участокӗсемпе усӑ куракансен пурин те хӑрушӑ инвазивлӑ ӳсентӑранпа кӗрешмелле, ҫав шутра Сосновский пултăранӗпе те. Çаксене пурнăçламасан, штраф тӳлеме тивӗ. Должноҫри ҫынсене 20-50 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене — 150 пинрен пуҫласа 1 млн. тенкӗ, граждансене 2 пин тенкӗрен пуҫласа штраф палăртаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев