Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сӗтел çи теннисӗ енӗпе турнир

«Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ертӳçӗсемсем хушшинчи сӗтел çи теннисчӗ енӗпе ӑмӑрту иртрӗ.

Турнира Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине уявласа ирттерес енӗпе йӗркеленӗччӗ.

Турнира хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ. Турнира уҫнӑ вăхăтра палӑртса иртнӗ тӑрӑх, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов тата сӗтел çи теннисӗ енӗпе районти федерацийӗн ертӳҫи Альфред Низамов ҫак ӑмӑртăвăн пуҫаруçисем пулнă.

Ӑмӑрту пӗтӗмлӗтӗвӗсемпе хӗрарӑмсем хушшинче 1 вырӑна — Ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен палатин ертсе пыракан специалисчӗ Надежда Патрина, 2 вырӑна — ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсем тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн тӗп специалисчӗ Алена Афанасьева, 3 вырӑна — ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Мария Шакурова çӗнсе илчӗç.

Арҫынсем хушшинче Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Степан Унисковпа танлашакан пулмарӗ, 2 вырӑна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, 3 вырӑна — Çӗнӗ Пăрăнтăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Ранцев йышӑнчӗç.

Призерсене пурне те район пуҫлӑхӗн Хисеплӗ грамотисене пачӗç тата медальсемпе чысларӗç. Призлă 1 вырӑна йышӑннӑ вылякансене ҫӗнтерӳҫӗсен кубокне пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев