Сталинград вӑрҫи – ҫӗршыв историйӗнчи чи пысӑк трагеди
Район центрӗнче Çар тата Ӗҫ Мухтавӗн монуменчӗ умӗнче, Сталинград патӗнчи çапăçусем вӗҫленнӗренпе 78 ҫул ҫитнӗ май, торжествăлла митинг иртрӗ
Кун пулăмӗ
Совет салтакӗсен паттӑрлӑхне чыслама, вилнисене аса илме ветерансем, влаҫ органӗсен, общественность, право йӗркине сыхлакан структурăн представителӗсем, çамрăк армеецсен отрячӗ, Ҫӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренекен студентсем килчӗç.
«Сталинград вӑрҫи» энциклопедири даннăйсем тăрăх, вӑрҫӑн пӗрремӗш этапӗн вăхăтӗнче – 1942 çулхи июлӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 18-мӗшӗччен, Хӗрлӗ Ҫарӑн талӑкри ҫухатӑвӗ 5151 ҫынна тӳрӗ килнӗ. 1942 çулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнчен 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗччен пынă Сталинградри стратегилле наступлени операцийӗн иккӗмӗш этапӗнче Хӗрлӗ Ҫар талӑк хушшинче 6 392 ҫыннине ҫухатнӑ. Волгоград облаҫӗнче шыравҫӑсем паянхи кун та ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнă вилнӗ салтаксен юлашкийӗсене тупаҫҫӗ.
Сталинград вăрçи истори страницинче чи пысӑк трагедисенчен пӗри. Атӑл тăрăхӗнчи хулашăн пынă çапăçу, 1943 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче совет ҫарӗсем ҫӗнтернипе вӗҫленет. Фашистсем Сталинград вӑрҫинче 1,5 миллион салтакне ҫухатнă пулсан, Совет Ҫарӗн пӗр миллиона яхăн салтакӗ тата гражданӗ вилнӗ.
Ҫав çапăçусенче ҫӗр пине яхăн Тутарстан ҫынни те хутшӑнать. Ҫав шутран, виҫӗ стрелоксен дивизине пирӗн республикăра йӗркелесе Сталинград патӗнче пыракан ҫапӑҫусене ăсатнă. Тутарстанран 22 пин салтакпа офицер Сталинградшӑн пынă çапăçусенче яланлӑхах куҫне хупать, вӗсен хушшинче Çӗпрел ҫыннисем те пур. Район центрӗнче иртнӗ митингра ентешсем салтаксен паттӑрлӑхне чысласа ӗмӗрлӗх вут патне чечексем хучӗç, вилнисене асăнса пӗр минут шӑп тӑчӗç. Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов Сталинградшӑн пурнӑҫне панӑ совет ҫыннисен, ентешсен паттӑрлӑхне палӑртса иртрӗ, малашне тӑнӑҫ пурнӑҫ кăна пулма сунчӗ.
Торжествăлла митингра, ҫавӑн пекех, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн ҫамрӑк армеецсен отрячӗн представителӗсем те тухса калаçрӗç. Вӗсем ҫӗршывӑн салтакӗсен, фронта кайнă ентешӗмӗрсен вăрçă çулӗсем çинчен тăван чӗлхепе каласа, çутатрӗç.
Анонс
Февралӗн 15-мӗшӗ – Совет çарӗсене Афганистан Республикинчен кăларнă кун. Çак кун митинг та пулӗ. Çак пулăм умӗн «Хӗрлӗ гвоздика» акцийӗ те пуçланчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев