Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сталинград ҫапӑҫăвӗнче Çӗпрел çыннисен йӗрӗ

Сталинградшăн пынă ҫапӑҫусенче çӗнтернӗренпе 2023 çулăн февралӗн 2-мӗшӗнче 80 ҫул çитрӗ

Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхӗ ячӗпе район центрӗнче митинг пулса иртрӗ. Митингра Сталинградшăн пынă çапăçусенче пирӗн районăн çыннисем те паттăрлăх кăтартни çинчен калаçрӗç. Ытти нумай çынсемпе пӗрле, Çӗнӗ Чукал ялӗнче çуралса ӳснӗ Мустафа Вализянович Алимовăн, Кивӗ Çӗпрелӗнчен Мухаметшаги Арифуллович Хисметулловăн та пайӗ пур çак çӗнтерӳре.

Мустафа Вализянович Алимов

Вӑл 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Пилӗк ачаллă çемьерен ашшӗне, тетӗшне Мортазана тата Мустафана (вăл çулне аслăрах кăтартать) вăрçа илеççӗ. Тăвансене тӗрлӗ фронтсене ăсатаççӗ. Мустафа Алимова Сталинград хулине ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫусенче хутшăнма тӳрӗ килет. Нумай хутчен аманать, 2 ушкӑн инвалид пулса тăван ялне таврăнать, нумай орденсемпе медальсене тивӗçлӗ пулать.

Вăрçă хыççăнхи тăнăç пурнăçра, сывлӑхӗ самаях хавшанă пулин те, Мустафа Алимов хӑйӗн ялне аталантарассишӗн пысӑк вӑй хурать. Шулта вӗрентекен пулса ӗҫлет, каярахпа ăна директор пулма палăртаççӗ, çитменнине тата ăста платник та пулать вăл.

– Директор пулса ӗҫленӗ ҫулсенче Çӗнӗ Чукал ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулăн ачисене кантарас тӗллевпе, вăл 50 вырӑнлӑ лагерь тутарать. Мӗнпур кирлӗ материалсене хӑйӗн укҫипе туянать. Ял ҫыннисем валли чӳрече рамисем тăвать, пӗчченех çурт туса лартма пултаракан çынччӗ вăл.

Ялти шкул зданийӗ питӗ кивӗ пулнăран, вăл ишӗлсе анас хăрушлăх та пурччӗ. Çав ҫулсенче вара кунта 300 яхӑн ача пӗлӳ илетчӗ. Мустафа Алимов çак ӗҫе пурнӑҫлама пултарчӗ. Малтанах пурасем илсе килес тесе, кӳршӗри Чӑваш Республикипе ҫыхӑну йӗркелет. Унăн «Пчелка» ятлӑ лаши пулнӑ, унпа вăл хӗллехи сивӗсенче тăлăп пӗркенсе, ҫуна çине ларса «Суйкăн» вӑрманӗсене, Вырăс Чукалне, Пашьел, Асанкасси вăрманçисем патне пулӑшу ыйтма каять.

Пурана хӑпартас умӗн, шкул ҫурчӗн никӗсне те ҫирӗплетеççӗ. Чулсене таврари ялсенчи çырмасенчен тракторсемпе турттараҫҫӗ. Ку ӗҫре вӗрентекенсен коллективӗ, шкул ачисем те айккинче юлмаҫҫӗ. Паян шкул зданийӗ те ҫак никӗс ҫинче ларать. Здани тӑррине витесси вара чи йывăрри пулнă пулӗ. Кунта та Чӑваш Республикинчен ертӳҫӗсен пулăшăвӗ пысăк пулать – шӑвӑҫ илсе килеççӗ.

Паллах, ҫул ҫукки, техника пулманни ӗҫе чӑрмантарать. Ҫапах та, чылай йывăрлăхпа пулин те, шкул çӗкленет, ӑна ӑшӑтма кӑмакасем тăваççӗ, йӗри-таврашне решеткепе тытса ҫавӑраççӗ, шкул сачӗ те пулса тăрать. Унта Пăвари питомникрен илсе килнӗ улма-ҫырла тӗмисем вырăн илеççӗ, пахчаҫимӗҫ ӳстерме пуҫлаççӗ.

Мустафа пиччене асӑнмалӑх, ҫак йывăç-тӗмсем халӗ те çуркунне çитсен илемлӗн чечек çураççӗ, ҫимӗҫӗсене парса лараççӗ, – тесе калаçрӗ унăн ӗçне малалла тăснă, Мустафа Алимов хыҫҫӑн директор пулса юлнă Камиль Шакиров.

Ветерансен совечӗн ертӳҫи Альфик Низамов Мустафа Алимов ҫинчен калаçнӑ май, унăн кӑмӑлӗ çирӗп пулни çинчен калать.

– Вӑрҫӑран нумай суранпа таврӑнать. Алли-урисене, пуҫне пульӑ, снаряд ванчӑкӗсем шăтарса пӗтернӗ. Кашнин асӗнче юлмалăх ӗмӗрне пурӑнса ирттерчӗ. Ачасене юратрӗ. Ун чухне эпир пӗчӗк ачасем кӑначчӗ. Пирӗн урамра кăна та 23 ҫуртра 60 яхӑн ачаччӗ, – тесе асаилӗвӗсене çӗнетрӗ Альфик Низамов.

Мустафа Вализянович 1983 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять. Пурнăçӗн юлашки çулӗсене пӗччен пурӑнса ирттернӗ вӑрҫӑ ветеранне ял масарӗ ҫине пытарни паллӑ. Анчах та курăнса тăракан çырнисем пулманран, ӑна хăш вырăнта пытарни паллӑ мар.  М.Алимовăн тăванӗ, Кивӗ Ҫӗпрелӗнче пурӑнакан Рамиль Нуруллин, иртнӗ çул унăн вилтӑприне шырама тытӑнать. Ветерансен совечӗн ертӳҫи Альфик Низамов, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков, ял ҫыннисемпе пӗрле, субботник йӗркелесе, ял масарне тасатаççӗ. Çапла вара, решеткисем кивелсе йăваннă, çумкурăк пусса илнӗ вилтăпри çинчи чул çинче çырни тăрăх Мустафа пиччен, унпа юнашар кăна ашшӗн вилтӑпри те тупăнать. Рамиль Нуруллин тăванӗсен ячӗпе кӗл тутарса, вилтӑприне тасатас тата çырнисене çӗнетес енӗпе ӗҫсене  те пурнăçлать.

– Ку манӑн тивӗҫӗм пулчӗ. Мустафа Алимов –  аннен тетӗшӗ. Унӑн вилтӑприне шыраса тупасси, ӑна пытарнă вырӑна палӑртасси – тăванăм пулнипе кăна мар, паянхи пурнăçшăн кӗрешнӗ паттӑр ентешӗмӗр пулнă май та халăхăн асӗнче ӗмӗрлӗхехе хăварассишӗн кирлӗччӗ. Ывӑлӑмсене те çак вилтӑприсене кăтарса, тăванăмăрсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа патӑм. Ку – истори, пулас ӑру та ан мантăрччӗ çакна, – тет Рамиль Нуруллин.

Мухаметшаги Арифулович Хисматуллов

Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура хутшăннă тата тепӗр район çынни – вăл Мухаметшаги Арифулович Хисметуллов. 1938 ҫулта ҫар службине кайнă çӗртен Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине илеççӗ. Вăл, çавăн пекех, нумай орденсемпе медальсене тивӗçнӗ ентешӗмӗр.

Вӑрҫăран таврăнсан Мухаметшаги Хисметуллов банкра, налук службинче, финанс пайӗнче инспектор пулса ӗҫлет. Каярахпа  йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерекен комбинатра ӗҫлет.

Мухаметшаги Хисметуллова пӗлнӗ çынсем ăна сехетсем юсакан пулнă май та аса илсе калаçаççӗ. Хальхи вăхăтра Кивӗ Çӗпрелӗнче унăн ывăлӗ Нурислям  мăшăрӗпе Асияпа пурăнаççӗ.

... Мӗн чухлӗ истори, мӗн чухлӗ шӑпа... Ҫулсем иртнӗҫемӗн те нумай пулăм асран тухать. Анчах хăрушă вăрçă кунӗсем манăçмӗç. Акă çапла тăванлăх хакне хакласа çӳрекен çынсем пулнă чухне питех те! Историллӗ астăвăмсене упрамалла, халăхăн асӗнче ӗмӗрлӗхе асра хăварас пулать тата ӑруран ӑрӑва парса пыма пурсăмăр та тӑрӑшсанччӗ.

Справка

Сталинград патӗнчи ҫапӑҫу Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пысӑк вырӑн йышӑннă – вăл 1942 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче пуҫланса каять. 125 кун хушши калама çук хăрушă ҫапӑҫусем пынӑ. Кашни урампа кашни ҫурта çӗнсе илессишӗн ҫӗршер, пиншер ҫын пуç хурать. Вокзал зданийӗ кăна алӑран алла 13 хут куҫать. Хула арканса, кирпӗч ванчӑкӗсенчен, чул катӑкӗсенчен, тимӗр-бетон куччисенчен тӑракан ишӗлчӗк пулса тӑрать.  Ноябрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа татăклă улшăну пуҫланать: совет ҫарӗсем наступление куҫаççӗ. Сталинграда сыхласа хăварни кăна мар, 300 пин    фашистсен салтаксен дивизине те çавăрса илсе, пӗтерсе тӑкаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев