Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Сӗт-турăх, ҫӑкӑр пулсан – çакă ҫитет»

Çӗнӗ Кахӑрлă ялӗнче пурӑнакан Накия Миннигалиевна 9 ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ашшӗ вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенчех тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма тухса каять. Ленинград хулине хӳтӗленӗ чухне, блокада вӑхӑтӗнче вилнӗ. Амӑшӗ виҫӗ ачипе тӑлӑха юлать.  Вӗсем ӗни пуррипе çеç сывă юлаççӗ. «Вӑл пире выҫлӑхран ҫӑлса хăварчӗ, – тет Накия аппа.  – Эпӗ халӗ те лавккари çимӗçе нимӗн те ҫиместӗп. Яшка, сӗт-турăх, чи кирли ҫӑкӑр пулсан, çакă çитет».

Пӗр ял каччине Мунира качча кайса, Накия апа 11 ача ҫуратнӑ, вӗсенчен 10-шӗ: 5 ывӑлӗ тата 5 хӗрӗ ырă-сывă ӳссе çитӗнеççӗ. Ывӑлӗсем пурте ҫарта служить тунӑ. Амӑшӗ вӗсем хӑш чаҫре службӑра тӑнине те астӑвать.

– Шкулта вӗреннӗ чухне те эпӗ вӗрентекенсенсен: «Санӑн ывӑлу, хӗрӳ йӗркене пӑсать», текен сӑмахсене илтмерӗм, ҫитӗнсен те ачасем ман пите хӗретмерӗç, – мӑнаçланса калаçрӗ нумай ачаллӑ амӑшӗ.

Вӗсем мăшăрӗпе ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра – хӗлле фермӑра, ҫулла чӗкӗнтӗр ани ҫинче ӗҫлеççӗ. Ывăлӗсем хӑйсем те чӗкӗнтӗр хирне ӗçе кӗртеççӗ. Накия аппа пӳ-сийӗпе пысăках мар. «Ӗлӗк те çаплаччӗ, 48 килограмччӗ, ҫӗрулми акакан пахчана чаваттăмччӗ. Ӑҫтан вӑй тупӑннӑ, пӗлместӗп. Хуняма эпӗ ӗçленине питӗ юрататчӗ. Ҫапла пурӑнтăмăр ӗнтӗ эпир», – тет вӑл. 

Мăшăрӗ вилнӗренпе те 18 ҫул иртнӗ. Паянхи кун вӑл пӗчченех пурӑнать. Ачисем хăйсем патне питех те илсе каясшӑн, анчах килӗшмест. «Хамăн килте, хамăн никӗсӗм», – тет. Юбилярăн 20 мӑнук, 17 кӗçӗн мӑнук пур.

Юбилей ячӗпе тыл ӗҫченне саламлама Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухамметзянов, Çӗнӗ Кахăрлă тӗп шкулăн директорӗ Шамиль Абдрахманов килнӗччӗ. Накия аппана РФ Президенчӗн саламлă открыткине, район пуҫлӑхӗнчен парне, чечек ҫыххи пачӗç. Шамиль Абдрахманов Накия аппа ялти хисеплӗ ҫын, пуриншӗн те тӗслӗх пулнине палӑртрӗ. Ăна вӑл тирпейлӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ ачисемшӗн те  тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев