Сӗт пуçтаракан Фарида
Фарида Гобайдуллина 30 çултанпа ӗнтӗ уйрăм хуçалăхсенчен сӗт пуçтарать
Çак хӗрарăм çинчен пӗр сăмахпа, пӗр предложенипе каласа парăр тесен, вырӑссен паллă поэчӗн Николай Некрасовӑн: «Çунакан пӳрте те кӗрет, сиккипе чупакан лашана та чарать», текен сăвă йӗркисене илсе кӑтартма май пулӗччӗ.
Вӑл ялта хӑйӗн тăрăшуллă ӗçӗпе кун ирттерекен хӗрарӑмсенчен пӗри. Хăш вăхăтра çитсе, мӗнле пурне те ӗлкӗрет тейӗн?! Тепӗр тесен, вӑл утса мар, чупса çӳрет вӗт. Сăмаха каласа хăварам, е манса кайăп, тенӗ пек, васкавлӑн калаҫать. Тен, эсир эпӗ кам ҫинчен ҫырас тенине ăнлантăр та пулӗ. Ҫапла, ку Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Фарида Гобайдуллина, сӗт пуçтаракан вăл.
Ӗç пӗтмесӗр чун лăпланмасть
Фарида аппапа ăçта-тăр курнăçса калаҫса пӑхатӑп тесе калаймăн. Вӑл халӗ кăна ялта пулнӑ пулсан, тепӗр ҫур сехетрен район центрӗнче е кӳршӗри районта пулма пултарать. Ҫак статьяна хатӗрлес умӗн те вӗсен пӳрчӗ умӗнче тӗл пулса, пурӗ те 15 минут кăна калаçма пултартăмăр.
Фарида аппа Кӗҫӗн Чăнлă ял хӗрӗ. Çак ялта çуралса, ӳссе, ҫак ял çыннине качча тухать. Мăшăрӗпе вӗсем виҫӗ ачана кун çути парнелеççӗ. Пӗр ывӑлӗпе хӗрӗ хулара, асли Ильшат, ҫемйипе, ялта тӗпленсе юлнă.
Ӗлӗк-ӗлӗкренпех нумай выльӑх усраççӗ вӗсем. Паянхи кун та çак тулăх пурнăçа малалла тăсаççӗ вӗсем, хурне, кӑвакалне, чӑх-чӗппине ӳстереççӗ.
– Ял ҫыннисен ҫывӑрса выртма вӑхӑчӗ ҫук. Ирхине хӗвел тухсанах кулленхи ӗҫ пуҫланать. Тивӗҫлӗ канура пулсан та, ҫакӑ маншӑн паян ҫапла. «Ӗҫ пӗтмесӗр чун лăпланмасть», теҫҫӗ вӗт. Ӗҫӗ пултăр, ӗçлемелӗх сывлăхӗ пулсах тăтăр, – тет Фарида аппа.
Ӗçчен те, пултăклă хӗрарăма Кӗçӗн Чăнлă ял халăхӗ ирех кӗтсе илет. Мӗншӗн тесен, вăл уйрăм хуçалăхсенчен сӗт пуçтарать. Çак ӗçе те кăмăлтан, юратса 30 çултанпа пурнăçлать. Малтан, мăшăрӗпе иккӗшӗ ӗçлесен, паян çак ӗçре ывăлӗ Ильшат пулăшать. Кунсăр пуçне, икӗ çын валли ӗç вырăнӗ те туса панă вӗсем.
– Ирхине тăватă сехетре тăрса, сӗт пуçтарма тухса каятпăр. Шут-хисепе вăхăтра тума тăрăшатпăр. Ял çыннисем пирӗн енӗпе ӗç пирки ӳпкелешни çук, – тет предприниматель.
Кунсӑр пуҫне, Фарида аппа Кӗҫӗн Чăнлă ял халăхне, район центрӗнче пурӑнакансене сырăпа, çупа тивӗҫтерсе тăрать. Çак продукцие тӳрремӗнех Хусан хулинчен илсе килет.
Телей çынна хӑй шыраса тупать, теҫҫӗ
Уй-хирте ӗҫленӗ вӑхӑтсене тунсăхласа аса илчӗ Фарида аппа. Питех те ӗлӗкхи ҫулла, чӗкӗнтӗр анинче ӗçленисене. «11-шер гектар чӗкӗнтӗр çумлаттăмăр, унтан килсен, килти чӑрмавсем, выльӑх-чӗрлӗх, ачасем, ҫамрӑк пулнă çав, ӗлкӗрнӗ...», – тет вӑл.
Хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров та, ялти Культура çуртӗнче иртнӗ мероприятисенчен пӗринче, çав вăхăтсене аса илсе: «11 гектар чӗкӗнтӗре ӗçлесе те пӗтереймен пулӗ ӗнтӗ, анчах çакăн чухлӗ хушша тухни кăна та хăй пысăк паттăрлăх», – тет кăштах шӳтлесе.
Анчах та, йăрансене ӗçе кӗртнипе кăна мар, çав çулсенче чи нумай чӗкӗнтӗр тухăçне ăсатакан пулнă май, кӗпе çăвакан машинăпа парнеленет Ф.Гобайдуллина.
Пултăклă çын пур çӗре те ӗлкӗрет, – тенӗ пек, Фарида аппа тӗрлӗ конкурссенче хутшăнать. Çулсерен «Цильна» хуçалăхӗ ирттерекен Çӗнӗ çул илемӗ конкурсра акă иккӗмӗш хут çӗнтерӳçӗ пулчӗ. Пӳрт умӗнче ял пурнӑҫне çирӗплетсе паракан представлени-декораци тунăччӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе вара косилка парнеленӗ. «Хуҫалӑхра питӗ кирлӗ япала», – тет вӑл, хӑй ҫӗнсе илнӗ парнишӗн ачасем пек хӗпӗртесе.
Ҫемьере те вӑл хастар. Темиҫе ҫултанпа чирлӗ мӑшӑрне пӑхма, ачисене кӗтсе илме, ачасене ӑсатма, мӑнукӗсемпе пӗрле пулма та вӑхӑт тупать. Фарида аппа тӑванӗсене те, кӳршисене те, çаплах, пӗр палламан ҫынна та пулӑшу пама хатӗр.
Ҫын кулленхи пурнăçне ырăпа, чыслă ӗçсемпе ирттерсен, телей çынна хӑй шыраса тупать, теҫҫӗ. Фарида аппан тӗслӗхӗнче ку тӗрӗс пулнине вара тепӗр хут шанма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев