Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӳсӗр пулсан, паллах, наказани илӗн

Суд залӗнен

Çӗпрел районӗнчи 1 номерлӗ суд участокӗн мировой судйи З.Р.Яфизова РФ КоАП 12.8статйин 3-мӗш пайӗпе административлӑ правӑна пӑснин тӗлӗшпе Годуновăн ӗҫне пăхса тухрӗ.

Тутар Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатăршанӗ автоҫулӗн 1 километрӗнче Годунова транспорт хатӗрӗпе çӳренӗ вăхăтра тытса чарнӑ. Следстви материалӗсем тӑрӑх, вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнă, çав вăхăтрах унӑн водитель удостоверенийӗ те пулманни палăрнă.

Суд ларӑвӗнче  Годунов хӑйӗн айӑпне йышӑнчӗ. Вӑл тракторист-машинист удостоверенийӗ ҫеҫ пурри ҫинчен ӑнлантарчӗ.

Суд Годунова айӑплă тесе йышăнчӗ, РФ КоАП 12.8 статйин 1-мӗш пайӗпе наказани палăртрӗ. Çапла вара, Годунов вӑтӑр пин тенкӗ административлӑ штраф евӗрлӗ наказани илчӗ, вӑл тата пӗр ҫул та ултӑ уйӑх транспорт хатӗрӗсене те  çӳретме пултараймӗ. Суд ӑна ҫакăн пек  правӑсӑр тӑратса хӑварчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев