Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӳсӗр иккен – руль умне ан лар!

Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД ӗçченӗсем ӳсĕрле транспорт хатĕрĕпе çӳрени инкеклӗ ӗҫсем, авари патне илсе ҫитерме пултарни çинчен асӑрхаттараҫҫӗ.

 

Районти  ГИБДД инспекторӗсем руль умне ӳсĕр пуçпа ларнă водительсене тупса палӑртас енӗпе черетлӗ рейд ирттерчӗç, – тесе пӗлтерчӗ Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Рейд вӑхӑтӗнче районти ГИБДД ӗçченӗсем ӳсӗрле автомобиль рулӗ умне ларса çула тухнă водителе тупса палӑртнӑ. Вӑл Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнать иккен. Ӑна районти автоинспекторсем тытса чарнӑ, халӗ унӑн закона пӑснӑшӑн явап тытмалла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев