Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Спортăн ку тӗсӗ çӗнни

Кикбоксинг турнирне Луганск тата Донецк халӑх Республикисен халăхне хӳтӗлесе пуç хунă ҫар ҫыннисене-ентешӗмӗрсене халалларӗç

 

«Алтын» спорт комплексӗнче кикбоксинг енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Мероприятие Луганск тата Донецк халӑх Республикисен халăхӗн тӑнӑҫлӑхне сыхласа, паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ ҫар ҫыннисен амăшӗсене, çывăх çыннисене чӗннӗччӗ.

Мероприятие уçса, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров паян пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче неонацизмпа паттӑррӑн ҫапӑҫнине палӑртса иртрӗ. Шел, унта кайнă каччăсенчен  13шӗ пуçӗсене хучӗç.

– Пирӗн каччăсем хӑйсене паттӑр тытаҫҫӗ, пурнӑҫӗсене хӗрхенмесӗр, паян вӗсем халӑхăн тăнăçлăх хуралӗнче тăраççӗ. Эпир вӗсемпе мăнаçланатпӑр, пуç хунă ентешӗмӗрсем çинчен асаилӳсем пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех пурăнӗç. Паянхи турнир та ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх вырнаçтарас, халӑхăн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ паттӑр салтаксен ҫутӑ сӑнарне ӗмӗрлӗхе хăварас енӗпе йӗркеленчӗ, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ геройсен амӑшӗсене сывлӑх тата чӑтӑмлӑх сунчӗ, турнир ҫинчен асӑнмалӑх парнесемпе чечексем пачӗ.

Мероприятире, çаплах, паянхи кун отпуска таврӑннӑ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те килнӗччӗ. Вӗсем ҫак турнир организаторӗсене тав турӗҫ, кашнийӗнех Тӑван çӗршыв, ҫӗршыв умӗнче тивӗҫ пуррине аса илтерчӗҫ. Пуç хунă район çыннисем паттӑрлӑхпа çарти тăванлăх тӗслӗхӗ пулнине каларӗç.

Реклама

Район пуҫлӑхӗ вӗсене асӑнмалӑх парнесем пачӗ.

Турнир 100 ытла ҫамрӑк кикбоксерсене пухрӗ. Ăмăртăва Данил Алимов йӗркеленӗ, çак спортăн тренерӗ те. Вӑл Кивӗ Ҫӗпрел каччи. Хальхи вӑхӑтра ҫемйипе (мӑшӑрӗ Галия, икӗ хӗрӗ) Ульяновск хулинче пурӑнать.

Данил Алимовӑн çамрӑк кикбоксерсен клубне тӑвас кӑмӑл виҫӗ ҫул каярах, вӑл спорт шкулӗнче ӗҫленӗ чухне, ҫуралать.

– Кикбоксинг – кӗрешӳ искусствин пӗр тӗсӗ, унта алăсемпе çапăçмалли тата урасене çӗклесе тапмалли элементсем пур. Пӗр сӑмахпа каласан, кикбоксинг – бокс, каратэ, тхэквондо, муай-тай йышши спорт тӗсӗсене пӗрлештерет. Хальхи вăхăтра вăл ҫамрӑксем хушшинче питӗ популярлă. Ку спорт тӗсӗ вылякансенчен тӳсӗмлӗхпе техника ӑсталӑхӗ ыйтать, вăй-хал тата психологи пахалӑхӗсене, хӳтӗленӳ меслечӗсене аталантарать. Кикбоксингпа, чи малтан, хам интереслентӗм, унтан спорт шкулне ҫӳрекен ачасемпе ӗçлеме пуҫларăм. Хулара ирттернӗ тренировкӑсемпе пӗрлех Ҫӗпрелӗнче те йӗркелес кӑмӑл ҫуралчӗ. Мӗншӗн тесен кунта манӑн туссем нумай, вӗсем те хӑйсен ачисене вӗрентес кăмăлӗсем пуррине пӗлтерчӗç. Эрнере икӗ хутчен района килме пуҫларӑм. Пӗлтӗр районта кикбогсинг енӗпе пӗрремӗш турнир иртрӗ, кӑҫал  акă – иккӗмӗшӗ. Эпир ӑна çар çыннисене халаллас терӗмӗр, – тет  Данил Алимов.

Ăмӑртусенче ҫамрӑк кикбоксерсем илемлӗ вăйă меслечӗсем кӑтартма пултарчӗç. Пӗтӗмлетӳсем тăрăх чи вӑйлисем медальсемпе, Грамотӑсемпе, кубоксемпе, ҫавӑн пекех, аквапарка кайма сертификатпа парнелерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев