Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Спорт уйрăмне — автомобиль

Спорт тӗнчи

Тутарстан Республикин спорт уйрăмӗсене Lada Granta автомобильсем пачӗç. Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Ринатовна Фазлыева ҫӗнӗ автомобильсен уҫҫисене уйрăмсен ертӳçисене пачӗ, Физкультурник кунӗ ячӗпе саламларӗ.

Мероприятире, çаплах, Тутарстан Республикин спорт министрӗ Владимир Александрович Леонов та хутшӑнчӗ.
Аса илтеретпӗр, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Физкультурӑпа массӑллӑ ӗҫ-хӗл енӗпе Ҫӗпрел районӗ Тутарстан Республикинчи чи лайӑх ял районӗ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнăччӗ.

Район ял муниципаллă пӗрлӗхсем хушшинче куҫса ҫӳрекен «ГТО отличникӗн» ялавне те илчӗ. Ҫакӑ районта пурӑнакансем хушшинче спортпа физкультура аталанӑвӗ ҫӳллӗ шайра пулнине ҫирӗплетет.

Акӑ ӗнтӗ Ӗç тăвакан комитетăн ҫамрӑксен ӗҫӗсем, туризм тата спорт уйрăмӗ ҫӗнӗ «Лада» автомобильлӗ те пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев