Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Совет Союзӗн Геройӗ 100 çулта

Кашниех çакăн пек çынсем çинчен пӗлмелле, вӗсен паттăрлăхӗпе мăнаçланмалла, ăруран-ăрăва çак историе парса пымалла Виталий Мердеев, Чăваш ăс-хакăлӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ

Пулас Совет Союзӗн Геройӗ, Семен Артемьевич Уганин, Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче 1924 çулхи январӗн 9-мӗшӗнче чăваш хресчен çемйинче, виççӗмӗш ача пулса, çуралнă. Ытти ялти ачасем пекех Семен та Матакри çичӗ класс вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Ачаллах вăл пӗр вырăнта лара-тăра пӗлмен, шăпăлкка пулнă. Малалла шкулта вӗренме май пулманнипе, çичӗ класс хыççăн, ачаллах ӗçе хăнăхса ӳснӗскер, тăван колхозра вăй хунă.

Шел пулин те, 1941 çулхине июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине пирӗн Тăван çӗршыв çине фашистла Германи вăрçăпа тăшманла тапăнса кӗрет. Ялти мăн арçынсем çак хăрушă вăрçа, Тăван çӗршыва сыхлама, тухса каяççӗ. Вӗсенчен çамрăксем те юласшăн пулмаççӗ, вăрçă пуçлансанах Семен та юлташӗсемпе пӗрле çар комиссариатне каять, фронта яма ыйтать. Вăл вăхăтра Семен вунçиччӗре кăна пулнине кура, ăна фронта илмеççӗ. Вăрçă вăхăтӗнче колхозра ӗçлеме çын çитмен, хӗрарăмсем те, çамрăксем те, ачасем те нимӗç салтакӗсене хирӗç çапăçма тухса кайнă мăн арçынсен вырăнне ӗçлеме тивнӗ. Вӗсен шутӗнче Семен та пулнă, тăраниччен çывăрма, апат çиме те вăхăт пулман. Çавăнпа та çамрăк ачасен хушшинче выçлăхпа чирлесе вилекенсем те пулнă.

Мӗнле йывăр пулсан та, вăхăт пӗр вырăнта тăмасть, сивӗ хӗл хыççăн çуркунне те çитет. Çапла вара 1942 çулта, Семен 18 çул тултарсан, ăна та çар ретне илеççӗ. Семен Уганина, врачсен комиссине тухнă хыççăн, минометчиксем хатӗрлекен кӗскетнӗ çар вӗренӗвӗн шкулне вӗренме яраççӗ. Виçӗ уйăх вӗреннӗ хыççăн, Семена, кӗçӗн сержант званийӗ парса, фронта ăсатаççӗ. Ӗçленӗ чухне йывăр пулсан та, вăрçăри пек мар иккен, кунта, фронтра тата та йывăртарах, ывăннисӗр пуçне вăрçăра вилӗм те юнашарах çӳрет. Мӗншӗн тесен фашистла Германи çак вăрçа тӗплӗн хатӗрленнӗ, тăшман тӗрлӗрен мелсемпе пирӗн салтаксене тӗп тума, аркатса тăкма тăрăшать: пушкăсенчен перет, танксемпе талпăнать, самолетсем те бомбăсем пăрахаççӗ, салтакӗсем те çӗнӗ хӗç-пăшалпа усă кураççӗ.

Мӗнле хăрушă пулсан та, малтанласа пӗр вӗçӗмсӗр пенисенчен шикленсен те, чăваш каччи чи малтанхи çапăçу кунӗсенчех хăйне лайăх енчен кăтартса, хастаррăн та паттăррăн нимӗç салтакӗсене хирӗç çапăçать. Кӗске вăхăт хушшинче кӗçӗн сержант Семен Артемьевич Уганин, хастаррăн çапăçса, аслă сержант ятне тивӗçет. Украина фрончӗн Хӗрлӗ Ялавлă 74-мӗш стрелковăй дивизийӗн 160-мӗш стрелковăй полкӗнчи иккӗмӗш ротăн миномет расчечӗн командирӗ пулма ăна çирӗплетеççӗ.

Семен Уганин тăракан стрелковăй дивизи «Киевский» хисеплӗ ята тивӗçлӗ пулать. Çак чаплă ята вӗсен дивизийӗ Киев хулине нимӗç фашисчӗсенчен хăтарнă чухне паттăррăн çапăçса илнӗ. Ку ӗç 1943 çулта пулнă, 74-мӗш стрелковăй дивизийӗн салтакӗсем Киев хулине чи малтан тăшмансене аркатма кӗнӗ. Çак çапăçура чăваш Матак каччи те паттăррăн, хастар çапăçнă, вăл яланах малтисен ретӗнче, хӗрӳ çапăçура пулнă.

Днепр юханшывӗ урлă каçнă чухне те унăн минометсен расчечӗн полкӗн тӗп подразделенийӗсене тарăн шыв урлă каçма, десантниксене тухăç çыранӗнчи плацдармине нимӗç салтакӗсенчен туртса илме минометсенчен пӗр вӗçӗмсӗр персе, пирӗн салтаксене çул уçса парсе пулăшнă. Семен ертсе пыракан минометсен расчечӗ ытти салтаксемпе пӗрле, тăшман вирлӗ тапăнса килнине пăхмасăр, темиçе кун хаяррăн хирӗç çапăçнă. Хăйсем çӗнсе илнӗ позицисене тăшмана каялла паман, пирӗн çарăн çӗнӗ пулăшăвӗ çитичченех çак позицие тытса тăнă.

Унсăр пуçне, Киев хули патне талпăннă чух, чăваш каччин расчечӗ начар та хăрушă лару-тăрăва лекет.

Нимӗçсен пулемечӗсем, пушкисем пирӗн салтаксене малалла талпăнма чарса, çӗр çумӗнчен те çӗкленме май паман, пӗр вӗçӗмсӗр вут-çулăмпа пӗрӗхтернӗ. Çавăн пекех, тăшман пирӗн салтаксен ытти хамăр çар подразделенийӗсемпе çыхăнмалли çулсене те пӳлсе илнӗ. Юрать-ха, аслă сержант Семен Уганин çак лару-тăрăва тӗрӗс ăнкарса илсе, минометсене уçă вырăна илсе тухса, нимӗç салтакӗсене, вӗсен хӗç-пăшалӗсене аркатса пырса, пирӗн салтаксем малалла талпăннă.

Семен Уганинăн расчечӗ яланах тӗл персе тăшмансене аркатнă. Акă, Кривая гора ялӗ патӗнче пирӗн салтаксем валли малалла талпăнма çул уçнă, тăшмансене хаяррăн вут-çулăмпа çунтарса, вӗсен тапăнса килекен автоматчиксен взводне аркатнă. Çавăн пекех, Совет çарӗн Украинăри талпăнăвӗ Хура тинӗсрен пуçласа Белорусси чикки таранах сарăлнă. Нимӗç салтакӗсем тарма, каялла чакма пуçланă, хăйсем çӗнсе илнӗ хуласене, ялсене пăрахса хăварнă, вуншар пин нимӗç салтакӗсем тыткăна лекнӗ, вилнӗ, аманнă, хӗç-пăшалӗсене, танкӗсене хăварнă.

1944 çул март уйăхӗн пуçламăшӗнче, тӗтреллӗ ир пирӗн çарăн пушкисем пенипе пуçланать. Çак çапăçура вут-çулăмпа тăшман укрепленине çӗмӗрсе пирӗн салтаксене малалла талпăнса, çӗнтерсе пыма çул уçса парать. Çуркунне, çăра пылчăка пăхмасăр, пирӗн çар темиçе çухрăм сарлакăш талпăну ӗçӗ пуçлать. Семен Рубанный мост ялӗ патне салтаксен çулне уçса пырса тăшман тылне шаларах та шаларах кӗрсе пырать. Вӗри мина ванчăкӗсем хире çумăр çунă евӗр тăкăнса пирӗн салтаксене çул уçса перет. Минăсем пӗтсен, аслă сержант ытти салтаксемпе пӗрле автомат тытса тăшмана хирӗç çапăçма пуçлать. Нимӗçсене окопне çитсе салтак çӗççипе тăватă нимӗç салтакне чиксе пăрахать тата виççӗшне автоматран персе вӗлерет.

Пирӗн салтаксем кунсерен çӗнӗ ялсене, хуласене тăшмансенчен тасатса, хăтарса пынă. Уганин расчечӗ йывăр минометсене пылчăк тăрăх сӗтӗрсе, нуша курса, ытти салтаксенчен юлмасăр пынă. Нимӗçсем Кăнтăр Болгарине те, Днестра та пăрахса тараççӗ, мӗншӗн тесен чăваш каччин расчечӗ тăшмана яланах хӗрӳ вут-çулăмпа кӗтсе илет.

Котютан районӗ тăрăхӗнче пынă çапăçура Семен Уганинăн роти тăшман ункине лекет. Командир фашистсем çывхарса çитсен тин пеме хушать. Пирӗн салтаксене тыткăна илес тесе шутланă нимӗçсене çывăха ярса, пирӗн паттăрсем вӗсене хирӗç тапăнса çӗçӗсемпе, автоматсемпе усă курса тăшмана аркатса тăкнă. Çак çапăçура аманнисене ункăран алă çинче йăтса тухнă. Çак çапăçура чăваш каччи паттăрлăх кăтартать. Вăл пӗр ушкăн салтаксемпе нимӗç офицерӗсем тăракан çурта çитсе кӗрет. Ăна хирӗç тăракан офицерсене вӗлерсе аллине икӗ граната тытса, хăратса, нимӗç офицерӗсене тыткăна илет, вӗсен шутӗнче нимӗç генералӗ те пулнă.

Хастар салтак тата та нумай çапăçусенче хутшăнса, паттăрлăх кăтартать. Çавна кура, СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе Семен Артемьевич Уганина 1944 çулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне параççӗ.

Вăрçă пӗтсен Семен Уганин тăван яла 1947 çулта тин таврăнать. Хăйӗнпе пӗрле ӳснӗ, шкулта вӗреннӗ тусӗсемпе тӗл пулнă хыççăн, нумаях тăмасăр Норильск хулине, шахта ӗçлеме тухса каять. Шел пулин те, Семена Артемьевича вăрçă хыççăн çӗр çинче нумай пурăнма пӳрмен. Вăл 1959 çулхи майăн 18-мӗшӗнче çут тӗнчерен уйрăлса каять. Паллах, вăрçă хирӗнче нуша курнисем, шăннисем, аманнисем сывлăхшăн сиенсӗр иртмен ӗнтӗ. Ăна Норильск хулине пытараççӗ. Хальхи вăхăтра Семен Уганинăн вилтăпри çине обелиск туса хунă, ун çумӗнче тата Совет Союзӗн Геройӗсене Д. А. Ковальчука, В. И. Давыдова пытарнă. Кашни çул Çӗнтерӳ кунӗнче Матак ялӗнчен Норильск, Талнах хулисене пурăнма тухса кайнă çынсем: Ермолаевсем, Сурскисем, Решетовсем, Чувашовсем, Мердеевсем, Петрянкинсем Семен Уганина хисеплесе, унăн вилтăпри çине веноксем, чечексем хураççӗ, вилтăприне тирпейлесе тăраççӗ.

Çавăн пекех, 2009 çултанпа, Матак пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул Герой ячӗпе хисепленсе тăрать. 2004 çултанпа çак шкулта çулсерен Çӗнтерӳ кунӗнче С. А. Уганин ячӗпе регионсен хушшинче чăваш кӗрешӗвӗ (борьба на поясах) енӗпе пысăк турнир иртет. Çак турнира Мускавран та, Самара тата Ульяновск облаçӗсенчен, Чăваш Енрен, Тутарстанран тата ытти регионсенчен те çамрăк кӗрешӳçӗсем, паллă спортсменсем, Раççей Федерацийӗнче çар службинче тăракан офицерсем, пуçлăхсем, депутатсем пуçтарăнса, йӗркелесе ирттерме пулăшаççӗ. Матакăн çамрăк маттур спортсменӗсем те ячӗсене ямаççӗ, яланах малти вырăнсене йышăнаççӗ. Çак хушăра чăваш кӗрешӗвӗ енӗпе 12 ача спорт мастерӗн тата 20 ача спорт мастерӗн кандидачӗн нормативӗсене пурнăçларӗ.

Паянхи кун С. А. Уганин сывă пурăннă пулсан, эпир унăн çуралнă кунне, 100 çулхи юбилейне паллă тунă пулăттăмăр. Вăл хăйӗн кӗске кăна пурнăçӗнче, хăйӗн паттăрлăхӗпе хăюлăхне пула, Раççей халăхӗн историне кӗрсе юлчӗ. Эпир ун çинчен пӗлетпӗр, интересленетпӗр тата нумайрах пӗлме тăрăшатпăр. Çӗр çинче пурăнакан кашниех çакăн пек çынсем çинчен пӗлмелле, вӗсен паттăрлăхӗпе мăнаçланмалла, ăруран-ăрăва çак историе парса пымалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев