Социаллă тӳлевсем Пенси фончӗ урлă та пурнăçланаççӗ
Çӗпрел районӗнче пенсийӗн вӑтам виҫи 13632 тенкӗ. Пенси тытăмӗ, ку енӗпе çӗнӗлӗхсем çинчен уйрăмăн ертӳçин çумӗ Венера Садеева каласа парать
Ыйту – хурав
– Иртнӗ çул, ҫӗршывра коронавирус чирӗ килсе тухнипе, çӗршывра нумай улшăнусем пулчӗç. Ачаллă çемьесене хушма пулӑшу памалли мерăсем кӗртрӗç. Вӗсене Пенси фончӗ урлӑ тӳленнӗ тесе пӗлетпӗр. Çакăн çинчен кăштах каласа иртсемӗрччӗ.
– Ҫапла, эпидеми условийӗсенче ачисем пулнă ҫемьесене пулӑшу парас ӗҫе Пенси фондне шанса пачӗç. Ҫавӑн пекех эпир 16 ҫула ҫитмен ачисем пулнă ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парас енӗпе Раҫҫей Президенчӗн Указне пурнӑҫласа пысӑк ӗҫ турӑмӑр. Ҫак ӳсӗмри ача-пӑчаллӑ ҫемьесем пурте укҫа илчӗç. Пирӗн уйрăм та çакăн пек социаллă тӳлевсене пурнăçлас енӗпе пысăк ӗç илсе пычӗ.
– Ачасене пӑхса ӳстерекен ҫемьесене социаллӑ пулӑшусем те нумайланчӗç вӗт. «Амӑшӗн капиталӗ» те ӳсрӗ...
– Халӗ «Амӑшӗн капиталне» илме пӗрремӗш ачи ҫуралнӑ ҫемьесен те ирӗк пур. Ҫак программа 2026 ҫулччен тӑсӑлӗ. Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх та капитал сумми ҫулсерен индексациленет. Кӑҫал вӑл 17 пин тенкӗ ӳснӗ тата 483882 тенке тӳрӗ килет. Иккӗмӗш ачашăн капитала 23 пин тенкӗ ӳстернӗ, енчен те ҫемье пӗрремӗш ачашăн укҫа илмен тӗслӗхре 639 пин тенкӗ илет. Иртнӗ çул «Амӑшӗн капиталӗн» сертификатне пирӗн районти 78 ҫемьене пачӗҫ.
– Халӗ нумай ӗçсем дистанциллӗ майпа, урӑхла каласан, заявитель кирлӗ службăна килсе çӳремесӗр те пурнӑҫланаççӗ. Ку енӗпе сирӗн уйрăмра ӗç мӗнле пырать?
– Пулӑшу ӗҫӗсенчен нумайăшӗ проактивлă пулаҫҫӗ. Пенси фончӗ паян пенсисене тата пособисене дистанциллӗ майпа палăртма, унчченрех палӑртнӑ тӳлевсене малалла тӑсма тата шута илме май паракан мероприятисене пурнӑҫлать. Заявленисене тӗпе хурса паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе гражданин хӑйӗншӗн хăтлă пулнă çул-йӗрпе – хăй килсе е пенси фончӗн электронлӑ сервисӗсемпе усӑ курма пултарать.
Сӑмахран, «Амӑшӗн капиталӗн» укçипе дистанцилле майпа усӑ курма пулать. Капиталпа усӑ курнӑ чухне пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас тата вӗреннӗшӗн тӳлес тӗллевпе усă курнă чухне, документсене парса тӑма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен тивӗçлӗ документсене Пенси фончӗн специалисчӗсем хӑйсем ыйтса илеççӗ.
Ҫавӑн пекех, Пенси фончӗн территори органӗсем инвалид граждансене пулăшу кăтартасси уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Паян инвалидсем федераллă ҫӑмӑллӑхӗсемпе те, РФ субъекчӗн шайӗнче ҫӑмӑллӑхсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен калакан пӗтӗм информаци Пенси фончӗ пулнă инвалидсен Федераллă реестрӗнче пуçтарăннă тата системӑланнӑ. Учрежденисемпе ведомствӑсенчен пухăннă информаципе усӑ курса, эпир граждансенчен документсене сахалтарах ыйтса пахалӑхлӑрах пулӑшу пама тӑрӑшатпӑр. Вӗсене те, инвалидлӑхӗ тивӗҫлӗ службӑсемпе ҫирӗпленнӗ пулсан, кашни уйӑхри укҫа тӳлевӗшӗн заявлени илмесӗрех, урăхла каласан Пенси фондне килмесӗрех те, пенсийӗсене туллин проактивлă майпа шут-хисеп тума пулать. Пирӗн районта та ун пек тӗслӗхсем пур ӗнтӗ.
– Иртнӗ çул Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине палӑртса ирттертӗмӗр. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсемпе тыл ветеранӗсене тӳлевсем мӗнле пурнӑҫланчӗç?
– Районта пӗр хутчен парăнакан федераллă тӳлевсене 383 ҫын илчӗ. Вӗсем ҫинчен даннӑйсене социаллӑ хӳтлӗх органӗсемпе тата вӑй ведомствисемпе синхронлăччӗ. Ҫакӑ пенси фончӗ урлӑ адреслă тӳлевсене 100 процентпа тивӗҫтерме май пачӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсене тата вӑрҫӑра хутшăннисене, ҫавӑн пек ветерансен тӑлӑх арӑмӗсене – вӗсем пурӗ 88 ҫын, 75шер пин тенкӗ укçа тӳленӗ, 295 тыл ӗҫченӗ 50шар пин тенкӗ пирӗн уйрăм урлă укçа илчӗ.
– Редакцие вулакансенчен пенсипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кӗреççӗ. Çаксене те пӑхса тухар-ха. «Эпӗ Ульяновск хулинче пурӑнатӑп, района куҫса килме хатӗрленетӗп. Пенси чакмасть-ши?» – тесе ыйтать Бари Азизов.
– Кашни пенсионерăн пенсине ӗҫ стажӗнчен, ӗҫ укҫинчен тата страховани тӳлевӗсенчен тухса уйрӑммӑн палӑртаççӗ. Раҫҫейӗн пӗр регионӗнчен тепӗр регионне куҫса килнӗ чухне страховани пенсийӗн виҫи улшӑнмасть. Енчен Ульяновск облаҫӗнче тӳлев коэффициенчӗ палӑртнӑ пулсан, Тутарстанра унпа усӑ курмасан та пултараççӗ. Кун пек тӗслӗхре пенси виҫи чакма пултарать.
– Кӑҫал пенсие миçе çула çитнӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсем тухаҫҫӗ, – тесе те ыйтаççӗ.
– Кăçал 56,5 ҫулти хӗрарăмсем тата 61,5 ҫула çитнӗ арçынсем пенсие тухаççӗ. Пенсие тухма 12 çул чи пӗчӗк стаж тата сахалтан та пенси коэффициенчӗ 21 пенси коэффициенчӗ кирлӗ пулать.
Справка
– 2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа страховани пенсийӗсене те 6,3 процент ӳстернӗ. Ку ӗҫлемен пенсионерсене пырса тиврӗ. Пенси ӳсесси вӑтамран 1 пин тенкӗпе танлашрӗ. Вăрçă юхăмӗн ветеранӗсемпе инвалидсене укҫа тӳлевне февралӗн 1-мӗшӗнчен ӳстерчӗç. Социаллӑ пенсисене апрелӗн 1-мӗшӗнчен индексацилеҫҫӗ. Çак пенси кашни ҫулах «пенсионерӑн пурӑнмалли минимумӗн çирӗплетнӗ ӳсӗмӗн индексӗпе» çулсерен ӳсет.
Венера Садеева:
Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн «Клиент служби» урлă районăн 7221 ҫынни пенси илет. 2670 çынна кашни уйӑхра укҫа тӳлевӗсем тата 533 гражданина федераллă социаллӑ хушма тӳлев пурнăçланать. 2020 ҫулта специалистсем 4123 ҫынна йышăннă. 308 пенсионера, ӗҫлеме пултарайман граждансене пăхакан 490 ӗҫлемен граждансене компенсаци тӳлевӗсем палăртнă. Пенси накопленийӗсенчен 107 ҫынна пӗр хут тӳлев уйӑрса панӑ. Хăйӗн заявленине тӗпе хурса 123 пенсионерăн пенсине çӗнӗрен шутланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев