«Солнышко» ача садӗнче «Улах каçӗ»
Районта ачасене наци воспитанийӗ парас тӗллевпе тӗрлӗ каҫсем, уявсем иртеҫҫӗ
Район центрӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко» ача садӗнче те ачасене наци воспитанийӗ парас ӗçе халӑхӑн традицийӗсем, иртнисем ҫине таянса илсе пыраççӗ.
Ҫак кунсенче кунта пирӗн асатте-асаннесенчен куçса пынă «Улах каçӗ» уяв-представлени иртрӗ.
Ача садне çӳрекен ачасем патне хӑнана «Ăшă» çурт социаллă приютран воспитатель Мария Ижегерова тата ӗҫ енӗпе инструктор Елена Макарова ертсе пынипе ачасен ушкăнӗ тата ветерансем Роза Насибуллина, Альфия Яхиева, Рашит Багаутдинов, Джаудат Мударисов, Рамзия Ракипова, Лидия Насибуллина, Шафик Мустакимов тата Петр Гордеев килнӗччӗ. Аслă çулсенчисем те, ачасем те, воспитательсем те, пӗтӗмлетсе каласан, мероприятие хутшӑнакансем пурте наци костюмӗсем тӑхӑннӑччӗ.
Роза Насибуллина, ачасем умӗнче тухса калаçнӑ май, хӑй те нумай ҫул каялла ҫак ача садне çӳрени, унта воспитани илни, ҫав ҫулсенчи ача садӗнчи условисем ҫинчен каласа пачӗ.
– Эсир çакăн пек хальхи условисене тӳрӗ килекен ача садне çӳренипе тата та телейлӗрех, ӑна хисеплӗр, унпа мăнаçланӑр, – терӗ вӑл ачасене.
Мероприятире килнӗ хӑнасемпе ачасем вӑйăсенче кăмăлласах хутшӑнчӗҫ, юрӑсемпе ташӑсенче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Ачасем хӑйсем вӗреннӗ сӑввисене аслă çулсенчисене савăнсах каласа пачӗҫ, вылярӗҫ, ташларӗҫ. Аслă çулсенчисем те ачасем патне «пушӑ алӑпа» килмен – халӑхăмăрăн чуна пырса тивекен юррисене те, хаваслисене те юрласа пачӗç. Шафик Мустакимов та купӑс каласа, ҫитӗннисене те, ачасене те ташлаттарчӗ те, юрлаттарчӗ те.
Мероприяти вӗçленсен ача сачӗн заведующийӗ Елена Нурутдинова аслă çулсенчи ҫынсене ҫак чаплӑ йӑлана аса илнӗшӗн тав турӗ.
– Аслисемпе пӗрле кунта ачасем выляни, ташлани, ҫак йӑласене интересленсе пăхса ларма питӗ кăмăллă пулчӗ, – терӗ вӑл, малалла та ҫакӑн пек тӗлпулусене тӑсма кирлине палӑртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев