Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Социаллӑ пулӑшу пуххи е укçа?

Суйласа илессине кăçалхи октябрӗн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла

Социаллӑ пулӑшу пуххин шайӗнче эмелсем, медицина препарачӗсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ камсене тивӗçлӗ, тивӗҫлӗ пулӑшусемпе усӑ курмалла-и е вӗсенчен пӑрӑнмалла-и? Ҫак тата ытти ыйтусемпе эпир районти тӗп больницӑн поликлиникин ертӳҫине Надир Тагирова темиçе ыйту патăмăр.

— Надир Хабибуллович мӗн вӑл «Социаллӑ пулӑшу пуххи» тата ӑна камсене параҫҫӗ?

— Социаллӑ пулӑшусен пуххи — Федерацин «Патшалӑхăн социаллӑ пулӑшăвӗ ҫинчен» законӗпе килӗшӳллӗн федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе парăнакан патшалӑхăн социаллӑ пулӑшӑвăн пӗр тӗсӗ. Асӑннӑ законра социаллӑ пулӑшу пуххине илесси кӑна мар, тӗрлӗ категорири граждансене, ҫав шутра, регион бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе паракан патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗн ытти тӗсне те йӗркелекен нормӑсем пур. 
Ӑна илме инвалидсен (аслисен тата ачасен) пурин те, ҫавӑн пекех Федерацин «Патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗ çинчен» законăн 6.1 статйинче кӑтартнӑ ытти категорири граждансен право пур.

— Социаллӑ пулӑшу пуххине мӗн кӗрет?

— Пӗрремӗшӗнчен, кунта медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн инвалид ачасем валли эмел препарачӗсемпе, медицина хатӗрӗсемпе тата сиплев апат-ҫимӗҫӗн ятарлӑ продукчӗсемпе тивӗҫтересси кӗрет. Ун хыҫҫӑн санаторипе курорт сиплевӗ валли путевкӑсем, хула ҫумӗнчи чугун ҫул транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳремелли, ҫавӑн пекех сипленмелли вырӑна кайма тата килме. Социаллӑ пулӑшу пуххин шайӗнче кирек мӗнле эмел, медицина препарачӗсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем параҫҫӗ, вӗсене пӗр-пӗр паллă переченьне кӗртнӗ пулсан.
Аса илтересшӗн, медицина препарачӗсене социаллӑ пулӑшу пуххи шайӗнче сахӑр диабечӗпе чирлӗ пациентсене кӑна параҫҫӗ. 
Социаллӑ пулӑшӑвӑн кашни тӗсне натураллӑ формăпа е вӗсен вырӑнне укҫа тӳлевӗ илме пулать.
Социаллӑ пулӑшу пуххине уйӑхсерен укҫа тӳлевӗ (ЕДВ) палӑртнӑ кунран пуҫласа пама пуҫлаҫҫӗ, унӑн пӗр пайне натураллӑ формăпа социаллӑ пулӑшу пуххине пама пултараҫҫӗ. Урӑхла каласан, пенсипе ЕДВ палӑртнӑ хыҫҫӑн социаллӑ пулӑшу пуххине натураллӑ формăпа илетӗр-и е унран пӑрӑнатӑр-и (ун чухне вара ЕДВ сумми ытларах пулӗ), çакна татса памалла. Социаллă пулăшу пуххипе те, унăн уйрăм пайĕпе те усă курма пулать.

— Социаллӑ пулӑшу пуххинчен пӑрӑнас тесен ăна мӗнле йӗркелемелле?

— Ҫитес ҫул валли социаллӑ пулӑшу пуххинчен пăрăнатăр пулсан заявление кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗччен памалла. Вара сире тӳлекен пӗр хутчен парӑнакан укҫа тӳлевӗсем (ЕДВ) 2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ пулӑшу пуххин пайӗн чӑн виҫине тивӗҫтерекен суммӑпа пысӑкланӗҫ.
Социаллӑ пулӑшу пуххин хакӗн виҫи ҫулсерен индексациленет, 2024 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен вӑл уйӑхне 1578 тенкӗ те 50 пуспа танлашрӗ. Граждансен тӗрлӗ категорийӗ валли пӗр хутчен тӳлемелли суммăсем тата социаллӑ пулӑшусен пуххин уйрӑм пайӗсен актуаллӑ виҫисем çинчен информацие Раççей Социаллă фондăн (СФР) сайтӗнче пăхма пулать.
Социаллӑ пулӑшу пуххине каялла илес тесен, кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗччен СФР уйрӑмне заявлени ҫырса памалла пулать. Вара ҫитес ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен каллех социаллӑ пулӑш пуххине (пӗтӗмпех е кӑштах) укҫан илме пулать.
Заявкӑсене уйӑхсерен укҫа тӳлекен СФР территори уйрӑмне параҫҫӗ. Законпа килӗшӳллӗн нумай функциллӗ центр урлӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ (госуслуги) урлӑ заявлени пама та палӑртнӑ, анчах ку пур ҫӗрте те ӗҫлемест.

— Социаллӑ пулӑшу пуххипе тивӗҫтересси йӗркеленнӗ-и?

— Медицина организацине кайсан сиплекен врач пациента тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, медицина препарачӗсене, инвалид ачасем валли эмел хатӗрӗсем е ятарлӑ апат-ҫимӗҫ палӑртать, рецепта хут е электронлӑ документ ҫине ҫырса хатӗрлет.
Вăйра пулнă законпа килӗшӳллӗн, федераци бюджечӗн укҫи-тенкипе социаллӑ пулӑшу пуххи шайӗнче ятарлӑ апатпа тивӗҫтересси инвалид ачасене кӑна пырса тивет, аслă çулсенчи инвалидсене пырса тивмест. Ача 18 ҫул тултарать, чир çаплах юлать пулин те, социаллӑ пулӑшу пуххин шайӗнче ятарлă апат-çимӗçе малалла илме пултараймаст. 

— Пациент вӑхӑтлӑха урӑх региона кайнӑ пулсан эмелсем, медицина препарачӗсене тата инвалид ачасем валли ятарлӑ апат-ҫимӗҫ рецептне илме пулать-и?

— Социаллӑ пулӑшу пуххине памалли йӗркен 20-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, енчен те социаллӑ пулӑшу пуххине илекен урӑх региона 6 уйӑхран ытла мар вӑхӑта тухса каять пулсан, Сывлӑх сыхлав министерстви е пурӑнмалли регионӑн сывлӑх сыхлав департаменчӗ ҫакӑн пек пациента эмелсемпе, медицина хатӗрӗсемпе е инвалид ачасем валли сиплевӗн ятарлӑ апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе тивӗҫлӗ срока тивӗҫтерессине йӗркелеме тивӗҫ.
Енчен те пациент 6 уйӑхран ытларах вăхăта урӑх региона кайсан е пурӑнмалли вырӑн улшӑнсан ун пек пациента эмел препарачӗсемпе, медицина хатӗрӗсемпе е инвалид ачасем валли сиплевӗн ятарлӑ апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе 1 уйӑхран ытла мар тивӗҫтерессине йӗркелеҫҫӗ. Малалла тивӗҫтерессине ҫӗнӗ вырӑнта йӗркелемелле.

— Санаторипе курорт сиплевӗ пирки те ăнлантарса хăвараймăр-ши. Кам путевка илме пултарать, кам ҫук?

— Инвалидсене социаллӑ пулӑшу пуххи шайӗнче санаторипе курорт сиплевне пӗр-пӗр списока тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ.
Ҫапла вара, инвалидсене ҫакӑн йышши пулӑшу пама тивӗҫлӗ санаторипе курорт сиплевӗн учрежденийӗсен списокӗ пур. Урӑхла каласан, кӑтартусем пулсан путевкăпа яма май пулнă вырӑнсем.
Тата виҫӗ паха списока РФ Сывлӑх сыхлав министерствин 2024 ҫулхи мартӑн 27-мӗшӗнчи 143 номерлӗ приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
Малтанхи иккӗшӗ инвалидсем (аслисемпе ачасем) мӗнле чирсемпе санаторипе курорт сиплевне кайма путевка илме пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Кашни чир енӗпе санаторипе курорт сиплевӗн мӗнле тӗсне панине кӑтартнӑ.
Виҫҫӗмӗш списокра хирӗҫле кӑтартусем пур, вӗсем пур чухне путевка илме юрамасть.

— Санаторипе курорт сиплевне каймалли путевка илмелли йӗрке пирки те калаçар-ха...

— Сиплекен врачран (педиатр, терапевт) 070/у-04 формӑллӑ справка илмелле. Унта санаторире сипленме хирӗҫле кӑтартусем ҫуккине кӑтартаççӗ.
Санаторие кайма путевка илес тесен, РФ Социаллӑ фончӗн территорири органне (хӑш-пӗр регионсенче — халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан органа) заявлени памалла. Заявка 10 кун хушшинче регистраци иртме тивӗçлӗ. Регистраци номерне вӑхӑтра илес тесен сӑнаса тӑмалла.
Черет ҫитсен, ӑна федераци бюджечӗн укҫи-тенкипе тӳленине палӑртса путевка параҫҫӗ. Асӑннӑ санаторие каймалли датăччен 7 кунран кая юлмасӑр путевкӑран пӑрӑнма пулать.
Поликлиникӑра санаторипе курорт карттине йӗркелемелле пулать. Ҫакна путевка енӗпе каяс кунччен икӗ уйӑх маларах тумалла.
Шел те, законра путевка хӑш вӑхӑтра памаллине ҫырса хуман. Анчах та сире 18 кунран та кая юлмасӑр ҫула тухмалли кун пирки асăрхаттарма тивӗçлӗ, сирӗн путевка илме черет ҫитнӗ. Практикӑра путевкăсене СФРта е социаллӑ хӳтлӗх организацине запрос парса, хӑйсем ҫинчен аса илтерекенсем путевкӑсене хӑвӑртрах илеҫҫӗ.
Енчен сăмах пӗрремӗш ушкӑнри инвалид тата инвалид ачасем пирки пырать пулсан путевкӑна илсе çӳрекен ҫынна та параҫҫӗ.
Санаторипе курорт сиплевне каймашкӑн путевка ҫырнӑ чухне эсир инҫе ҫула ҫӳрекен поездра ҫул ҫӳремелли документсене тӳлевсӗр илмешкӗн ятарлӑ талонсем е самолет, автомобиль е шыв транспорчӗ валли билет туянмашкӑн ятлӑ путевкӑсем илетӗр.
Самолетпа тӳлевсӗр ҫӳреме чугун ҫул пулман чухне, е чугун ҫул транспорчӗпе ҫӳренинчен авиавӗçев хакӗ пӗчӗкрех пулсан, е инвалидӑн (инвалид ачан) ҫурӑм шӑмми чирӗ е суранланни пулсан параҫҫӗ.

— Хула ҫумӗнчи чугун ҫул транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳремелли ҫула мӗнле йӗркелемелле?

— Ҫак ҫулҫӳрев тӗсне инвалидсене ҫулталӑкӗпех параҫҫӗ, ҫӳрекенсен тата маршрутсен шутне чикӗлемеççӗ. Билет туянмалли йӗркене регион шайӗнче палӑртаҫҫӗ. Ӑна вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх органӗсенче е СФРта палăртма пулать.
Хула ҫумӗнчи чугун ҫул транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳремелли документсене (билетсене) урӑх ҫынсене пама юрамасть.

— Калаçăвăршăн тавтапуç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев