Шӑнтăм кăна, тесе ан кала...
Терапевт Илгизяр Хуснутдинов çăмăл кăна ӳслӗкпе те тимлӗ пулма, сывлăхăршăн тăрăшма сӗнет
Юлашки кунсенче шӑнса чирленӗ ҫынсен шучӗ ӳсрӗ. Грипа ОРВИрен мӗнле уйӑрмалла, чирлесен мӗнле сипленмелле? Çакăн пирки эпир районти тӗп больницӑн терапевчӗпе Илгизяр Хуснутдиновпа калаҫрӑмӑр.
– Юлашки вăхăтра нумай çын пыр ыратни, температурӑна чакарма май пулманни, вăйлă ӳслӗк аптратни пирки ӳпкелешеҫҫӗ. Кусем мӗнле те пулсан чирӗн паллисем-и?
– Пыр ыратни, пысăк температура грипп, ОРВИ паллисем те пулма пултараҫҫӗ. Ӳслӗк сывлӑш ҫулӗсене, бронхсене сивӗ тивсен те палӑрать. Тӗрӗс диагноза врач ҫеҫ лартма пултарать. Хăвăр пӗлнӗ пек сипленме сӗнмен пулӑттӑм.
– Сезонлӑ вирус чирӗсенчен мӗнле сыхланмалла?
– Вӑхӑтлӑ вакцинаци тутарма сӗнетӗп. Ҫавӑн пекех С, Д витаминсене ӗçмелле, сыхлану мерисем йышӑнмалла. Ҫынсем нумай пулакан вырӑнсенче пулма ан тăрăшăр, кăçал ятарлă хушман пулсан та, халăх пухăнакан вырăнсене, калăпăр, больницӑра, общество транспорчӗсенче маскӑ тăхăнсан юрать. Алăсене час-часах ҫумалла, уҫӑ сывлӑшра пулмалла, ҫителӗклӗ ҫывӑрмалла, тӗрӗс апатланмалла, ҫанталӑк мӗнле тӑнине кура тумланмалла, шăнмалла мар. Çавăнпа та кунне 3-4 хут ҫиме тӑрӑшӑр. Кăнтăрлахи апат валли чи тутлӑхли пултӑр. Аш-какайпа пулӑ апачӗ, белокпа пуянскер, ытлашши ҫуллӑ пулмалла мар. Пылак апат-çимӗç вырӑнне типӗтнӗ улма-çырла, мӑйӑр ҫийӗр. Банан, груша, иҫӗм ҫырли ӑшă параҫҫӗ пулсан, панулмипе мандарин пачах урӑхла, организмран ӑшша ҫеҫ илеҫҫӗ.
– Чирлесен мӗнле сипленмелле?
– Чирлӗ ҫыннӑн ытларах шыв, морс ӗҫмелле. С витамин усӑллӑ. Шӑнса пӑсӑласран асӑрханас тесен, профилактика тӗллевӗпе, пӗр стакан вӗри шыва пӗр апат кашӑкӗ пыл, темиҫе татӑк лимон тата темиҫе касăк розмарин хушса ӗçӗр. Ҫак шӗвек вируссенчен хӳтӗлет, пыра çемçетет. Лимон вырӑнне апельсин хушма та юрать.
Чир паллисем палăрсан, малтанхи 72 сехет хушшинче вируса хирӗç препаратсем ӗçни тухӑҫлӑ. Пӳлӗме час-часах уҫӑлтармалла, чирлӗ ҫынпа çыхăнăва чикӗлемелле. Чирлӗ ачана шкула, ача садне яма ан тăрăшăр, ҫитӗннӗ ҫынна та ӗҫе ҫӳремесен авантарах пулӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вирус ытти ҫынсене лекес хӑрушлӑх пур, иккӗмӗшӗнчен, чире ура çинче ирттерни кӑткӑслатма пултарать. 65 ҫултан аслӑрах ватӑрах ҫынсем, йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, пӗчӗк ачасем, вӑраха кайнă чирӗсем пулнисем (сахӑр диабечӗ, астма тата ытти те), ВИЧ-инфициллӗ ҫынсем сезонлă вируссене пуринчен те йывӑртарах тӳссе ирттереҫҫӗ.
Енчен çыннӑн сывлӑхӗ начарланать пулсан, врача чӗнтермелле.
– Урасем шăнсанах, е кăшт вăхăт иртсен, çавăнтах пыр хӗрелет. Температура та çук пек. Кун пек чухне мӗн тумалла?
– Çакăн сăлтавӗ ангина пулма пултарать. Ангина – питӗ çивӗч инфекци чирӗ, унӑн характерлӑ уçăмлă палли – миндальсем ытларах шыçни пулать. Ачасенче тата çул çитмен çамрăксенче ытларах палăрать. Вăл шăнса пăсăлнинчен, питех те урасем шăннинчен килсе тухать.
Чир халсăрлантарничен, шыв ӗçнӗ, сурчӑка ҫӑтнă чухне пыр ыратнинчен пуçланать. Температура 38-39 градуса çитет, ачасенче 40 градуса çитиччен хăпарма та пултарать. Чӗтреттерет, сыпăсем, мышцăсем сураççӗ, пуç ыратать.
Температура хăпариччен, пыр хӗрелсе, сурчăка çăтма йывăрлантарса пынă вăхăтра пыра çемçетекен шӗвексемпе – 1 стакан шыва 1 чей кашăкӗ бор кислоти янă шывпа, çаплах, 0,1 процентлă риванолпа чӳхени усăллă.
Анчах та тӗрӗс диагноза пурӗ те врач кăна палăртма пултарать. Çавăнпа та хăв пӗлнӗ пек сипленсе, чире кăткăслантариччен, врач патне кайни лайăхрах.
Усăллă канашсем
Тарăн ыйха минтер те витӗм парать
Ыйхă – ҫыннӑн пурнӑҫӗпе сывлӑхӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Лайӑх тӗлӗк нумай сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – таса та меллӗ минтер. Ҫавӑнпа та ӑна тӑтӑшах тасатса тăмалла тата улӑштармалла.
Кирек мӗнле минтер те сăвăссемпе йӑлари тусансем пур. Вӗсем ҫулталӑкӗпех аллерги ринитне те, çаплах, бронха астмине те кăларса тăратма пултараҫҫӗ. Ҫак куҫа курӑнман сăвăссем этем ӳчӗн ҫиелти сийӗпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем халсӑрланнӑ иммунитетлӑ ҫынсемшӗн чирсен ҫӑлкуҫӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Минтерпе нумай усӑ курнӑран унта сӑвӑссен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Вӗсен йышӗ вуншар пинрен те иртме пултарать. Сӑтӑрҫӑсем сарӑласран минтере кашни пилӗк ҫултах улӑштармалла.
Сăвăссене пӗтӗмӗшпех кӑларса пӑрахма май ҫук, теççӗ специалистсем. Мамӑк минтерсене çунă хыҫҫӑн та кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсем пурпӗрех килсе тухаҫҫӗ. Сӑмах синтетика материалӗ ҫинчен пырать пулсан, ун ҫинче сӑвӑссем ӗрчеймеҫҫӗ. Анчах ун пек минтер часах формине ҫухатать те юрӑхсӑр пулса тӑрать. Ҫавӑнпа ӑна час-часах улӑштарма тивет.
Витаминлă чей
Витаминлă чейсем организма çирӗплетеççӗ.
3 апат кашӑкӗ хӗрлӗ пилешпе 2 апат кашӑкӗ шăлан çырлине пӗрле хутӑштарӑр. Термоса 2 стакан вӗри шыв, 1 апат кашӑкӗ улма-ҫырла хутăшне ярса, 20-25 минут лармалла та сӑрӑхтармалла.
Шӗвеке кунне 1 стакан ӗҫме юрать. Хӗлле питӗ усӑллӑ, витаминсен ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать, иммунитета ӳстерет, чирсене хирӗҫ тӑма пулӑшать.
Энерги тата ăшăлăх паракан продуксем хатӗрлӗр
Китай наукинче «Янизация» ӑнлав пур (вӑйлӑ, ҫутӑ, активлӑ пуҫламӑшне, хӗвел энергине пӗлтерекен «ян» сӑмахран илнӗ).
Ҫак ӑнлавпа продуктӑн ӑшӑ енӗсене ӳстерме пулӑшакан апат хатӗрлесси текен сăмах.
Энергипе ӑшша пире имбирь, хура та хӗрлӗ пӑрӑҫ, корица, гвоздика, кардамон, тимьян, майоран, карри, куркума тата ытти специсем пама пултараҫҫӗ. Аш-какай апачӗн тӗп тусне вара – имбире, вӗри ҫатма ҫине аш-какайпа пахчаҫимӗҫ пӗҫериччен хурсан, тути тата ҫутӑрах пулать. Имбире, корицăна тата кардамона та пӑтӑ ҫумне хушма юрать. Ирхине ӑшӑ шыва пӗр кашӑк пылпа пӗр чӗптӗм хура пӑрӑҫ ярса ӗçни те усӑллӑ. Кофепе чей хатӗрленӗ чухне те эсир специ хушма пултаратăр.
Шӑнса кӳтнӗ алӑсене юрпа ан сӑтӑрӑр!
Сивӗре ӳт-пӳ пайӗсем: сӑмса, питҫӑмартисем, хӑлхасем, ал лапписем шӑнма пултараҫҫӗ.
Кун пек чухне врачсем ӑшӑ пӳлӗме хӑвӑрт кӗме, атӑ-пушмакпа ҫиелти тумтирсене хывма, утиялпа чӗркенме е ӑшӑ тум тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ.
Ӑшӑ шывлӑ ваннӑра урасемпе алӑсене тытса тӑрӑр, тӑм илнӗ вырăнсене аялтан ҫӳлелле массажлӑ хусканусемпе сӑтӑрма пулать, вӗри чей ӗҫме тăрăшăр. Ӳсӗртекен шӗвексем ӗҫме, алӑсене юрпа сӑтӑрма, вӗри шыва чикме, пир татӑкӗпе сӑтӑрма юрамасть. Шӑннӑ вырӑна марля е ватка хурӑр.
Лимон çийӗр
Лимон усăллă тесен те, унăн сокне сăрхăнтарса ӗçмелле.
Çывăрас умӗн çинӗ лимон мӗнпур веществосен ылмашу процессне тикӗслет. Лимон сокӗ кун хушшинче пуçтарăннă калорисене активлă «çунтарать».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев