Шӑнса пӑсӑлни тата грипп: мӗнле сыхланмалла?
Хӗл çитсен, шӑнса пăсăлнисен, чирлекенсен шучӗ ӳсет
Сывлăш çулӗн чирӗсенчен тата грипран епле сыхланмалла? Ҫавна май районти тӗп больницӑн участок врач-терапевчӗпе Илгизяр Хуснутдиновпа курса калаçрăмăр.
– Хăйӗн пурнăçӗнче пӗрре те пулин шӑнса чирлемен ҫын ҫук та пулӗ. Чирлекенӗн клиника паллисене каласа иртмӗр-ши...
– Пыр ыратни, куҫсем хӗрелни тата сунас, ӳт температури ӳсни. Грипăн та ҫавӑн пекех паллӑсем, анчах организм хавшани вăйлăрах пулать (пуҫ тата сыпӑсем ыратни, ӳт температури 40 градуса ҫитме пултарать). Чир паллине туйсан, нихӑҫан та хӑвӑр тӗллӗн ан сипленӗр. Тухтӑр патне кайсан, вӑл чирӗн уйрӑмлӑхӗсене, организм мӗнле шайра пулнине шута илсе сиплев палӑртать. Организмӑн уйрӑмлӑхӗсене шута илни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Сăмахран, эндокрин тытӑмӗн чирӗсемпе (сахӑр диабечӗ, щит евӗрлӗ парӑн функцийӗ пӑсӑлни) аптӑракан ҫын грипа питӗ йывӑр тӳссе ирттерет, час-часах вируслӑ пневмони форминче тарăна кайнă чир килсе тухма пултарать.
Килте шӑнса пăсăлнине сипленӗ чухне вӑл час-часах вӑраха каять е бронхит, фронтит, гайморит кăларса тăратать. Час-часах вирус чирӗ инфекци е кӑмпапа ҫыхӑннӑ ытти чир-чӗрпе кӑткӑсланать. Кунта тухтӑр пулӑшӑвӗ, вӑраха тӑсӑлакан сиплев те кирлӗ пулать.
– Шӑнса пăсăласран хамăра мӗнле сыхламалла-ха?
– Пӗрремӗшӗнчен, вирус сывлӑшри тумлам ҫулӗпе хӑвӑрт куҫнине асра тытмалла. Ҫавӑнпа та эпидеми вӑхӑтӗнче халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене (обществӑлла транспорт, кинотеатрсем, больницӑсем) çӳремелле мар. Ҫакнашкал вырӑнсене каймалла пулсан, сывлӑш ҫулӗсене вирус ересрен шанчӑклӑ сыхлакан ятарлӑ маска тӑхӑнма ан манӑр. Киле таврӑнсан вара пите, алла супӑньпе тӗплӗн ҫумалла, пыра чӳхемелле.
Шел те, шăнса пăсăлни – час-часах шăннипе килсе тухать. Сивӗ ҫумӑр-и, вӑйлӑ ҫил-и, çав вăхăта лекрӗн иккен, ура йӗпенни те ҫитет. Кушăн та тӗлӗнмелли ҫук, мӗншӗн тесен ҫак тӗслӗхсенче организмăн сыхлав вӑйӗ хавшать тата ытти те. Ҫавӑнпа ҫанталӑка кура тумланмалла.
Юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ ҫутҫанталӑк им-муностимуляторӗсем, витамин тата минерал комплексӗсем популярлă пулса пыраççӗ. Врач хушнипе тата ытлашши ӗҫмесен ҫеҫ, вӗсем мӗнле те пулин усӑ параҫҫех. Паллах, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени, май килнӗ таран физкультурӑпа интересленни, хăнăхусем питӗ усӑллӑ.
– ОРВИпе грипп чирне ертес хӑрушлӑх уйрӑмах ватӑ ҫынсене юнать?
– Çакă питех те аслă çулсенчи çынсен тата сывлав системин, чӗрепе юн тымарӗсен тата ытти органсен вӑраха кайнӑ чирӗсемпе чирлекен ҫынсен хушшинче час-часах палăрать. Çул ӳснӗҫемӗн иммунитет чакни палăрать, ҫакӑ организма вируслӑ инфекцисене ытларах парăнас витӗм кӳрет. Аслă çулсенчисенче ОРВИ йывӑртарах иртет.
Ҫавна май, ОРВИ е грипӑн пӗрремӗш паллисем палӑрсанах, ватӑсен ҫийӗнчех врач патне каймалла. Чирӗн пур тапхӑрӗнче те терапевт тӑтӑшах тишкерни йывӑрлӑхсене вӑхӑтра тупса палӑртма, вӗсен аталанӑвне сирме май парать.
Аслă çулсенчи çынсен грипран сыхланмалли тухӑҫлӑ мелсенчен пӗри – вакцинаци. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вакцинаци гриппа чирлес хӑрушлӑха 80 процент, грипран вилес хӑрушлӑха – 90 процент, больницӑна вырнаҫтарма ыйтакан чир формисем аталанассине 70 процента яхăн чакарать. Ватă ҫынсене ОРВИ профилактикишӗн, çаплах, апатлану йӗркине пӑхӑнма та сӗнеҫҫӗ, унта пыл, йӳҫӗ сӗт продукчӗсем, пӑтӑ, улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ, тӑварланӑ купӑста, ӗне ашӗ тата ыхра та кӗрет. Чӑх ашӗ иммунитета тытса тăма тата ОРВИ вӑхӑтӗнче сывалассине хӑвӑртлатма та усӑллӑ пулма пултарать.
– Калаçушăн тавтапуç, Илгизяр Рустямович.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев