Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Снегоходсене тишкереççӗ

Республикăри районсенче кăçалхи çулăн декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуçланнă «Снегоход – 2020» профилактика операцийӗ декабрӗн 26-мӗшӗччен малалла пырӗ.

Ăна снегоходсене эксплуатациленӗ вăхăтра вӗсен техника шайӗн, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн, тавралӑх хутлӑхне сыхламалли требованисене пурнăçламаллине контрольте тытас тӗллеврен ирттереççӗ. Мероприяти пынă вăхăтра машинасен (агрегатсен) регистраци даннӑйӗсене тӳрӗ килнине, машинасене регистрацилемелли правилӑсем пурнăçланнине, техника тишкерӗвне хăй вӑхӑтӗнче ирттернине, машина çӳретекенсен тивӗҫлӗ категорири удостоверенийӗ пулнипе пулманнине уйрăмах тимлӗх парӗç.

– Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Раççей Федерацийӗн территорийӗнче автомототранспорт хатӗрӗсене тата ытти тӗрлӗ хăйçӳрен техникăна патшалăх регистрацине илесси çинчен»хи 1994 ҫулхи августӑн 12-мӗшӗнчи 938 номерлӗ решенийӗпе, снегоход хуçисем вӗсене туянсан, патшалăх техника надзор органӗнче, 10 талӑк хушшинче регистраци тума тивӗçлӗ. Вăйри закон требованийӗсене пăснăшăн 1,5-2 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене – 2-3,5 пин тенкӗ, юридически çынсене 5-10 пин тенкӗ штраф хываççӗ. 

Снегоходсемпе урамра тата автомобиль ҫулӗсем çинче çӳреме чараççӗ. Апла пулин те, снегоходпа çӳрекенсем  ҫул çӳремелли правилăсене пурнăçлани паха. Анчах та вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен тата ыттисен хăрушсăрлăхӗ, тавралӑха сыхлама кирли çинчен манаççӗ. Çакӑн пек явапсӑрлӑх йывӑр суранланасси е вилӗм патне илсе ҫитерет, – тет «Гостехнадзор»ăн Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Ильдар Шайхаттаров.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев