«Ӳсӗм пӑнчи» центрӗнче роботсен ӗҫне кӑтартаççӗ
Чăваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче, наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, çӗнӗ центр уçăлчӗ
«Çутӗç» çӗршыв шайӗнчи проектпа кăçалхи çулăн сентябрь уйăхӗнче пӗтӗм Раҫҫейре тата 2951 гуманитари профиллӗ вӗренӳ центрӗ уҫӑлчӗ. Ялсенче, пӗчӗк хуласенче 27 000 шкула ку чухнехи оборудованисем вырнаçтарӗç.
2019 ҫултан пуҫласа Раҫҫейре «Ӳсӗм пӑнчи»тесе каланă 5000 центр йӗркеленнӗ. Вӗсенче вӗренекенсем ку чухнехи компьютерсен, 3D-принтерсен пулăшăвӗпе ӗҫлеҫҫӗ, квадрокопттерсемпе хуҫаланаҫҫӗ, виртуаллӑ реальноҫа алла илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, кружоксене ҫырӑнасси, шахматла выляма е хӑйсен медиапродукчӗсене тăвасси, «Технологи», «Информатика», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем» предмечӗсен урокӗсем те çак центрта иртеççӗ халӗ.
Çак кунсенче кăна Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче те çавăн пек центр уçăлчӗ.
«Ӳсӗм пăнчи» уçăлнă май, вӗренекенсемпе вӗрентекенсене Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов саламларӗ. Вӑл вӗренекенсене творчество шыравӗсенче пысӑк ăнăçусем сунчӗ. Çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов та центрăн ӗҫӗ-хӗлӗ вӗренекенсене тӗрлӗ енчен пултарулăхӗсене уçма пулӑшасса шанăç пӗлтерчӗ.
Хӑнасене «Ӳсӗм пăнчи» центрӗн кабинечӗсем тӑрӑх экскурси ирттерчӗç тата унӑн кружокӗсенчи ӗç ҫинчен калаçрӗç.
Справка:
Иртнӗ çул «Ӳсӗм пăнчи» центрӗ 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче уçăлнăччӗ. Килес çул çакăн пек центрсене районăн тăватă шкулӗ
«Ӳсӗм пăнчи» центрне уҫнӑ май, вӗрентекенсем мастер-классем хатӗрленӗччӗ, унта роботсем, квадрокоптерсем, 3 D принтерсем мӗнле ӗҫленине курма май пурччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев