Шкулсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе вунӑ кунлăх иртет
Вӗренӳ ҫулӗнче, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентнисӗр пуҫне, ачасене ҫамрӑк пушар сӳнтерекенсен дружинисене хутшӑнма явăçтарасси, пушар тата ҫӑлавҫӑ профессийӗпе интересленесси пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулса тӑрӗ.
Ҫак кунсенче пӗлӳ паракан учрежденисенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнăçлас енӗпе уроксем иртеҫҫӗ. Уроксен тӗллевӗ: ачасене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентесси, пушарсене пултарас марри, вӗсем сиксе тухсан мӗн тумаллине вӗрентесси, ҫын пурнăçне, пурлӑха сыхласа хӑварассишӗн яваплӑх туйăмӗ йӗркелесси.
Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен надзор ӗҫ-хӗлӗн тата профилактика ӗҫӗсен районсем хушшинчи инспекторӗ Александр Мердеев:
– Ачасене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентес тӗллевпе Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен надзор ӗçӗ-хӗлӗн тата профилактика ӗҫӗсен районсем хушшинчи ӗҫченӗсем, Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутар Республикинчи Тӗп управленийӗн 114 номерлӗ пушар сӳнтерекен пайӗн ӗҫченӗсем Пӗлӳ кунне ирттерме хутшӑнчӗҫ. Çулталăк тăршшӗпе вӗренекенсемпе пӗрле пушар чаҫӗнче экскурсисем те ирттерӗç. Тӗлпулу, тематика занятийӗсем, калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Шкулта вӗренекенсемпе тата коллективпа пӗрле эвакуаци элеменчӗсене туса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех, чрезвычайлӑ лару-тӑру вӑхӑтӗнче ачасене, вӗрентекенсене тата техника персоналӗсене хăйсене мӗнле тытмалли правилӑсем тӗлӗшпе профилактика ӗҫне илсе пырӗç.
Вӗренӳ ҫулӗнче, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентнисӗр пуҫне, ачасене ҫамрӑк пушар сӳнтерекенсен дружинисене хутшӑнма явăçтарасси, пушар тата ҫӑлавҫӑ профессийӗпе интересленесси пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулса тӑрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев