Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Шкулсен футбол лиги»

«Алтын» спорт комплексӗнче «Шкулсен футбол лиги» республикăри ӑмӑртӑвӗн муниципаллă этапӗ иртрӗ.

Мероприяти Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен çулталӑк пулнине тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине палăртас енӗпе иртрӗ. 

2011-2012 ҫулсенче çуралнă ачасем хутшӑннипе ӑмӑртăвăн пӗрремӗш кунӗнче Хурăнвар-Шăхаль, Çӗнӗ Йӗлмел, Алешкин-Саплăк, Аслă Аксу, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗсем тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей командисем хутшӑнчӗç. Ҫак кун 1, 2, 3-мӗш вырӑнсене Çӗнӗ Йӗлмел, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел тата Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗсен командисем йышӑнчӗç.

2013-2014 ҫулсенче çуралнă ачасем хушшинчи ӑмӑртусенче 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел команди 1 вырӑн йышӑнчӗ, Чӑваш Çӗпрел — 2 вырӑна, Алешкин-Саплăк шкулӗ — 3 вырӑна.

Виççӗмӗш кун 2011-2012 ҫулсенче çурланă хӗрачасен командисем хушшинче Аслӑ Аксу команди 1 вырӑна йышӑнчӗ (ӳкерчӗкре), Алешкин-Саплăк — 2 вырӑна, Çӗнӗ Йӗлмел шкул команди — 3 вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.

1-мӗш вырӑна йышӑннӑ виҫӗ команда «Шкулăн футбол лиги» ӑмӑртусен зонăри этабӗнче района хӳтӗлӗç. 
Футбол ӑмӑртӑвӗсенче ГТО мобильлӗ лаптăк та ӗҫлерӗ. Аса илтеретпӗр, ВФСК ГТО комплексӗ «Физкультурӑпа спорт тата спорта аталантарасси» патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев