Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шкулсемпе ача сачӗсенче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухасси законлă ӗç мар.

Право тӗлӗшӗнчи ликбез

 

Кун пирки Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн коррупципе кӗрешес ыйтупа ӗҫлекен çумӗ Ирек Хайруллин пӗлтерчӗ.

«Раҫҫей Федерацийӗнче çутӗç çинчен» Федераци законӗпе (малалла – Çутӗç ҫинчен калакан закон) килӗшӳллӗн, патшалӑхăн вӗренӳ заведенийӗсем ачана пӗрремӗш класа илнӗшӗн мӗнле те пулсан средствосем ыйтма ирӗк çук.

Çутӗç çинчен калакан законпа шкул хушма тӳлеве хăйӗн уставӗнче шута илнӗ тӳлевлӗ хушма пӗлӳ пулӑшӑвӗсем парса ӗҫлесе илме пултарать.

Ыркăмăллăх пулӑшӑвӗ тесе паллă пӗр суммăсем палăртни тата пуçтарни, çаплах, ирӗксӗрленӗ (ашшӗ-амӑшӗсене пусӑмлани) формӑсене кӗрет.

Администраципе çутӗç учрежденийӗн ӗçченӗсен ыркăмăлçăсенчен алăран укҫа-тенкӗ ыйтма е йышӑнма ирӗкӗ çук. Хушма вӗренӳ пулӑшӑвӗсем кăтартнăшăн, сӑмахран, ятарлă предметсене палăртнă сехетрен ирттерсе, вӗренӳ планӗпе шута илнӗ вӗрентӳ дисциплинине программăран ирттерсе вӗрентнӗшӗн тӳлеве договорпа йӗркелеҫҫӗ. Ҫак пулӑшупа усӑ куракан ҫын çутӗç учрежденийӗн – пулӑшу кăтартаканăн шут-хисеп счечӗ çине куçарать.

– «Пӗлӳ паракан учрежденийӗсем закона пӑснă фактсене палӑртнӑ чухне эсир район пуҫлӑхӗн коррупципе кӗрешес енӗпе пулăшаканне 2-20-17 телефонпа шӑнкӑравлӑр», – тесе ӑнлантарчӗ Ирек Хайруллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев