Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шкул паркӗнче йывӑҫсем лартрӗҫ

Мадина Замалтдинова Çапӑҫу хирне пилӗкҫӗртен ытла Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисене ăсатнă Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗ паттăрсене асра тытать.

«Ҫӗнтерӳ ахрăмӗ – ӗмӗрлӗхех!» ятлă мероприяти Совет Союзӗн Геройӗн Зариф Закирович Алимовăн бюсчӗ умӗнче иртрӗ. Шкул директорӗ Шамиль Абдрахманов митинга уҫрӗ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗ.

Мероприятире районтан килнӗ представительсем: Исламетдин Низамов,  Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов, Афган вӑрҫин ветеранӗсем Ильдар Садыков, Ильдус Махмутов, Ильдар Хайруллин, ятарлă çар операцийӗнчен отпуска таврăннă Ильюс Ахметзяновпа Марат Зиннатуллин хутшӑнчӗç.

Хӑйсен сӑмахӗсенче килнӗ хӑнасем ветерансене уяв ячӗпе саламларӗҫ, вăрçă вăхăтӗнче тăрăшуллă ӗҫленӗшӗн ял ҫыннисене чӗререн тав турӗҫ.

Ҫӗршыври тӑнӑҫлӑхшӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан салтаксене, ҫемьесене ырӑ сунăмсем пӗлтерчӗç. Пӗр минут шăп тӑнӑ хыҫҫӑн çапăçу хирӗнче выртса юлнă паттăрсене аса илсе, Герой бюсчӗ умне веноксемпе чечексем хучӗҫ.

Вӗренекенсен вӑйӗпе хатӗрленӗ литературӑпа музыка монтажӗ вара мероприятире хутшăнакансене кашнине хавхалантарчӗ, Ҫӗнтерӳ уявне тата та ытларах илем кӳчӗ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗ Ҫӗнтерӳ паркӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Унта шкул директорӗ Шамиль Абдрахманов ертсе пынипе афганецсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем тата районтан килнӗ представительсем туя йывӑҫӗсен хунавӗсене лартрӗç.

Уяв мероприятийӗ ветеран-афганецсем хатӗрленӗ, тулӑх сӗтел хушшинче «Салтак пӑттине»  тутанса пăхнипе, тутлӑ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев