Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шкул директорӗсен семинарĕ

Çутӗç

Валентина Петрова, Чăваш Çӗпрел тулли вăтам шкулӗн вӗрентӳ енӗпе шкул директорӗн çумӗ
Мартăн 29-мĕшӗнче Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнче районти шкул директорĕсен семинарĕ иртрĕ.

Семинарта çутĕç пайĕн пуçлăхĕ Г. Ф. Халиуллов, çутĕç пайĕн пуçлăх çумĕ Э. С. Замалетдинова, 5 методист, 30 шкул директорĕ хутшăнчĕç. 

Семинар «Вĕренӳ уч-режденийĕнче вулама-çырма пĕлнине методика тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра йĕркелени» («Методическое сопровождение формирования функциональной грамотности в образовательной организации») темăпа иртрĕ. 

Семинар ӗçне Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулӗн директорĕ М. В. Аръяхова пуçласа ячĕ. Марина Владимировна Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ 1912 çултанпа ĕçленине, 2008-мĕш çулта çĕнĕ шкул тунине, 2020-мĕш çултан цифрăпа гуманитари профилĕсен «Точка роста» центрне йĕркеленине, паянхи кун шкулта 88 ача вĕреннине, 18 вĕрентекен ĕçленине палăртрĕ, кăçалхи вĕренӳ çулӗнче муниципаллă олимпиадăра 19 çĕнтерӳçĕпе призёр, республика шайĕнче 4 призёр пулнине каласа хăварчĕ. Семинара хутшăнакансене цифрăпа гуманитари профилĕсен «Точка роста» центрĕ шкулта мĕнле ĕçленипе паллаштарса, видеоролик пăхма сĕнчĕ. Ун хыççăн шкулти «Театр тĕнчинче» кружока çӳрекенсем А. Н. Мадюкова ертсе пынипе Б. Л. Васильевăн «А зори здесь тихие» повеçĕ тăрăх инсценировка кăтартса пачĕç.

Инсценировка хыççăн семинара хутшăнакансем икĕ ушкăна пайланса, уçă урок фрагменчĕсене курчĕç. Л. М. Одинцова 7-мĕш класра «Социаллă проблемăсем. Вулава аталантарасси» темăпа акăлчан чĕлхипе, Г. А. Кудрявцева 3-мĕш класра «В. Ю. Драгунский «Вăл сывă, çутатать» темăпа литература вулавĕн урок фрагменчĕсене кăтартрĕç. 

Семинара малалла Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕн вĕрентӳ енӗпе директорӗн çумĕ В. Н. Петрова, кĕçĕн класра вĕрентекен Т. В. Иванова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. Д. Иванова «Вĕренӳ учрежденийĕнче вулама-çырма пĕлнине методика тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра йĕркелени» темăпа методика совечӗ ирттерчĕç.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче районти çӳтĕç пайĕнчи методистсем кулленхи ĕçсемпе тухса калаçрĕç.

Семинара вĕçлесе районти çӳтĕç пайĕн пуçлăхĕ Г. Ф. Халиуллов «Вĕренӳ шайĕнчи актуаллă ыйтусем» темăпа тухса калаçрĕ. Юлашкинчен Газинур Фиалетович Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулӗн дирекцине, вĕрентекенĕсене семинара çӳллĕ шайра ирттернине палăртса, тав сăмахĕсем каларĕ.

Шкул директорĕсен семинарĕ тулли, интереслӗ тата тухăçлă иртрĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев