Силос хываççӗ
Ял хуçалăхӗсене пăхăнса тăракан обществăсенче выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫармашкăн 8661 тонна утӑ, 41140 тонна сенаж, 45471 тонна силос хатӗрлемелле
Мӗнле пулса иртет-ха ку ӗҫ? Выльӑх-чӗрлӗх мӗнле хӗл каҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене шыраса «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Хураката филиалне çул тытрăмăр. Унта выльăх-чӗрлӗх валли силос хывас ӗҫ тулли хăватпа пырать.
Вадим Чернов çӳретекен «Ягуар» маркăллă ваклатса тиекен комбайн çумне 4 «КамАЗ» автомашинине ҫирӗплетнӗ. Хураката филиалне ертсе пыракан Ильгиз Дунаев каланӑ тӑрӑх, Вадим – опытлӑ механизатор, хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. «КамАЗ» автомашинӑсен водителӗсем Илькен Шарафутдинов, Ринат Идрисов, Анатолий Яхин тата Ильфат Садеев кукуруза хирӗнчен выльӑх апачӗн картине вун-вун рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Апат утарӗнчи симӗс кукуруза массине «Амкадор» тракторпа Рафаэль Айнутдинов тикӗслет, «К-700» тракторӗпе вара Евгений Данилов тăкăсласа таптаса тăрать. Каçхи сменӑра вара вӗсене «К-700» тракторпа Рафик Санатуллин улăштарать. Николай Петрянкин иккӗмӗш сменăра «Ягуар» çине ларать.
– Халӗ чи кирли – апата ҫителӗклӗ пухасси тата пахалӑхлӑ упранса сыхланассине тивӗҫтересси, – тет Ильгиз Дунаев. – Çакăншăн мӗнпур технологи требованийӗсене пурнăçлама тӑрӑшатпӑр, «Юр кӑна апат тума юрӑхсăр» теҫҫӗ пулсан та, выльӑх-чӗрлӗх те продукци пахалӑхсăр пулсан, ăна кӑмӑлласах ҫимест, – тет ертӳçӗ.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 14-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тӑрӑх, районӗпе кашни пуç выльăх валли вӑтамран 20 центнер апат единици хатӗрленӗ (23 центнер кирлӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев