Шывсӑр пурнӑҫ ҫук
Шыв хакӗ пысӑк, унӑн ресурсӗсем иксӗлми пек туйӑнаҫҫӗ.
Этем пурнӑҫӗ, ҫӗр ҫинчи кашни чӗрчун пекех, шывпа ҫыхӑнса тӑрать. Шыв хакӗ пысӑк, унӑн ресурсӗсем иксӗлми пек туйӑнаҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫийӗн 70 проценчӗ шывпа витӗннӗ пулин те, вӑл паян 2 миллиард ытла ҫынна ҫитменни сисӗнет. «Шыв – пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн илемӗ», – тенӗ Сергей Аксаков ҫыравҫӑ та.
Ҫутҫанталӑка юратма вӗрентес, шыва перекетлӗн тӑкаклама хӑнӑхтарас, ҫутҫанталӑкри шыв пӗлтерӗшне ӑнланас, шыв ҫине перекетлӗн пӑхас тӗллевпе П.Дементьев музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунӗ тӗлне халалланӑ «Шыв – ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелле парне» экологи урокӗ иртрӗ.
Ачасем Ю.П.Рас-садкинӑн «Шыв ахаль йышши мар тата тӗлӗнмелле» кӗнекипе паллашрӗç, унта шыв пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусен анлӑ ҫаврӑмне пӑхса тухрăмăр. Ачасем урокра тата «Шыв – пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ» электронлӑ хӑтлавпа та паллашрӗҫ. Ҫаплах, «Шыв» вӑйӑ пилӗк тӗрлӗ пайран пулчӗ: «Шывӑн виҫӗ тӑрӑмӗ», «Шыв пахалӑхӗсем», «Çутҫанталӑкри шыв ҫаврӑнӑшӗ», «Нӳрӗксем», «Шыв хуралӗ». Кашни ыйтусем ҫине тулли хурав пулчӗ, интереслӗччӗ шыв пирки пӗлме.
Шыв кашни кун кирлӗ этеме, апат хатӗрленӗ чухне те, кӗпе-йӗм ҫума та, выльăх-чӗрлӗх валли те, ҫулла пахчари калчасене шӑварма та. Шывпа перекетлӗн те кирлӗ чухлӗ кӑна усӑ курмалла, ҫӑлкуҫпа пусӑсем йӗри-таврашне тасалӑхра та, тирпейлӗхре тытмалла. Канма кайсан та ҫырма хӗррисене, шыв управне ҫӳп-ҫапӑ пӑрахмалла мар.
Айтӑр-ха, ҫутҫанталӑк шывӗн тасалӑхне пӗрле упрар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев