Шывпа тивӗçтересси кулленех тимлӗх ыйтать
Шыв темине малалла тӑсса Актуаллă калаçу
Хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче «Шыв хакне вара вăл пӗтсен кăна пӗлетӗн» текен заголовокпа пичетленсе тухнă статья хыҫҫӑн редакцие шӑнкӑравлакансем пулчӗҫ. Хаҫат вулакансене тӗрлӗ ыйтусем пăшăрхантараҫҫӗ. Халӑха шывпа тивӗҫтерекен организаци, шывпа усă курнăшăн хака ӑҫтан илсе хуни, шывăн пахалӑхӗ те тата, чи пӗлтерӗшли, шывпа тивӗçтернӗ çӗрти чăрмавсем хăçан пӗтни çинчен пӗлесси килет вӗсен. Вулакансем панă ыйтусене пухса «Прогресс» обществӑн директорӗ Евгений Иванцов патне кайрăмăр.
– Евгений Николаевич, шыв темине хускатсан район центрӗнче пурӑнакансем те шыв парасси час-часах чарӑнни пирки ӳпкелешрӗç. Ку мӗнрен çапла килсе тухать?
– 2020 ҫулăн çак тапхăрӗччен шутласан «Прогресс» обществăн авари бригади 70 хут аварисене пӗтерме тухрӗ. Ҫавӑнпа шыв парасси те вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑчӗ. Аварисем вара шыв пӑрӑхӗсем кивелнипе, металран тунӑ изделисем туснипе, хутран-ситрен ҫынсем асӑрханмасӑр ӗҫленине пула та килсе тухаҫҫӗ.
– Ку проблемӑна татса памалли ҫул-йӗрсем пур-тăр вӗт ӗнтӗ? Яланах çапла шывпа тивӗҫтерессинче çитменлӗхсем пулӗҫ-ши?
– Ҫӗпрел районӗнчи шыв сетьне 1970 ҫулта тума пуҫланӑ. Тата шыв сечӗн системинче халӗ те çав тапхăрта хывнă тимӗр пăрăхсем пур. Паллах, вӗсем кивелнӗ, çӗрнӗ. Ҫуллахи тапхӑрта, сӑмахран, Советская, Тукай, Октябрӗн 50 çуллăхӗ, Дзержинский тӑкӑрлӑкӗнчи тата урамӗнчи шыв сетӗнчи металл оборудованийӗсене çӗннисемпе улӑштартăмăр. Ҫакӑншăн Дементьев паркӗнче тата Ленин урамне каякан шыв кранне те хупса хума тӳрӗ килчӗ. Çакă район центрӗнчи халăха чăрмавсем кӳчӗ, паллах. Ҫавӑн пекех, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Сайфихан Нафиев урамӗнчи шыв сечӗсенче 62 метр вăрăмăшӗнчи пăрăхсене улăштартăмăр. Заводская урамӗнче те çакăн пек ӗçсем пурнăçланă.
Хушхăва тата Кивӗ Йӗлмел ялӗсем енчи пысăк пусăмлă шыв усравӗнчи проблемăллă вырăнсене юсарăмăр. Ҫав пăрăхсем кивелнипе çăлкуçсенчен тухнă шыв резервуарта пухӑнмасть, аяккине юхатчӗ. Хушхăва çăлкуçӗсен йӗри-таврашӗнчи ӗҫ ҫакӑнпа кăна та пӗтмерӗ. Эпир унта çăлкуçсене кӗме чăрмантаракан,шурлӑхсем тăвакан тӗмсене, хӑш-пӗр йывӑҫсене касрăмăр, айлӑмсене тасатса ҫӗнӗ пусӑсем уҫрӑмӑр, унта хушма насуссем хутăмăр.
– Зариф Алимов, Низаметдинов, Зеленая, Пӗртăван Ракиповсен урамӗсенче пурăнакансем те шыв çитмест, теҫҫӗ...
– Ҫапла, питех те канмалли кунсенче районӑн ҫӳл енче вырнаçнă ҫуртсенче шыв çитменни палăрать. Ҫакӑ çӑлкуҫсенче шыв ҫителӗксӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакă та çитес вăхăтра татса пама тивӗçлӗ проблема тесе шухăшлатăп. Мӗншӗн тесен район ертӳçи, паллах республика пулăшнипе, Пăрăнтăк поселокӗнчи нумай шывлӑ виҫӗ артезиан скважининчен шыва района илсе килмелли ҫулсене проектланӑ. Ҫак шыв сетьне тăснă вăхăтра Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Шемӗршел, Аслă Чăнлă, Тăваньел, Алешкин-Саплăк ял халăхне те шывпа тивӗҫтернӗ.
– Пилӗк яллă Упи ял тӑрӑхӗнчи пӗр яла та шыв килмен-ха, анчах. Урӑхла каласан, ҫак ялсем те çав шыв сечӗн çулӗ ҫинче...
– Упи ял тӑрӑхне те шыв кӗртес енӗпе проектпа смета докуменчӗсем пур. Шыв вӗсенче те пулать.
– Евгений Николаевич, пӗтӗмӗшле илсен, шыв пăрăхӗпе çыхăнман ялсем нумай юлмарӗç ӗнтӗ пирӗн районта?
– Нумай мар, анчах пур. Хăймалу, Шланка, Тутар Шатăршан, Тутар Тӗкки, Ильмет-Чепкас пек ялсенче шыв ҫук-ха.
– «Прогресс» организацийӗшӗн те шыв сетьне эксплуатацилесси – çӗнӗ ҫул-йӗр. Йӑнӑшмасан, эсир ку обществăра пӗр ҫул кăна ӗçлетӗр пулас.
– 2019 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнчен йышăнса илтӗмӗр районти халӑха шывпа тивӗҫтерекен обществăна. Йышăннă чухне 2500е яхӑн абонент пулнӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ шывпа усӑ куракансен шучӗ 3700тен иртсе кайрӗ. Пӗр çул хушшинче 1200 ҫурта шыв кӗртнӗ пулса тухать.
– Шывпа усă курсан та, тӳлесшӗн маррисем пур-и?
– Ун пеккисем сахалланса пыраҫҫӗ. Тӗрӗс, маларах шыв – ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, мӗншӗн уншăн укçа ыйтатăр, теекенсем пурччӗ. Сăмах та çук, шыв – ҫутҫанталӑкăн. Анчах ӑна килӗре илсе çитерессишӗн мӗн чухлӗ насус ӗҫлет, пăсăлать – мӗн чухлӗ запас чаçӗсене улăштармалла, пахалăхне тишкертсе тăмалла. Электроэнерги, газ пекех усă курнăшăн тӳленме тивӗçлӗ продукци çав шыв та.
– Шывăн пахалӑхӗ ҫинчен сăмах хускатрăр, ӑна мӗн чухлӗ вăхăта тишкертетӗр тата пахалăхӗ лайӑх-и? Коптажсем санитарипе гигиена требованийӗсене хурав паччăр тесе мӗнле мерӑсем йышӑнатӑр?
– Шывăн пахалӑхне палӑртакан пробăна ятарлă лаборатори уйăхне пӗр хутчен килсе илсе тăрать. Нормӑран аякка пăрăнни пулман, шывăн пахалӑхӗ лайӑх пирте. Шыв сечӗ валли таса шыв пухăнакан оборудованисене санитари енчен, сыхăлăх территорийӗсенчи ҫӳп-ҫап савăчӗсене, шыв башнисене дезинфекцилесе, тирпейлӗ тытассишӗн вӗсен йӗри-тавралӑхне çӳп-çапран тасататпӑр. Ҫуркунне пуçламăшӗнче, ҫумӑр шывӗсем тӳрремӗнех шыв сетьне ан лекччӗр тесе те тивӗçлӗ мероприятисене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыратпăр.
– 2021 ҫул валли мӗнле шухăш-плансем пур?
– Шыв сетӗнчи крансем вырнаçтарнă кашни пусса пăхса, кивелнӗ оборудованисене çӗннисемпе улăштарса тухма шутлатпăр. Çакă пире сетьре авари пулнă чухне те, пӗтӗм районӗпе шывсăр хăвармасăр, урамӗ-урамӗпе кăна юсама май парӗ. Ҫӗнӗ килӗшӳсем, ҫӗнӗ абонентсем те пулӗç тесе шухăшлатпăр
– Калаҫушӑн тавтапуҫ, Евгений Николаевич.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев