Шланка ялӗнче мӗнпур ӑру пограничникӗсене чысласа монумент уҫрӗҫ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине район халăхӗ савăнăçлă лару-тăрура палăртса ирттерчӗ датăсенче
Шланка ялӗнче мӗнпур ӑру пограничникӗсене чысласа монумент уҫрӗҫ. Мероприятие Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалланӑ (шăпах Брест крепоçӗнче 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, пограничниксем пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗнӗ).
Шланка ялӗнчен фронта 451 ҫын кайнӑ, вӗсенчен 248-шӗ тăван енӗсене таврӑнайман. Тăнăç вӑхӑтра вара чикӗри службӑра 27 ҫын служить тунӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак монумента Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен пограничниксене, çӗршывăн хӳтӗлевçисене пурне те тав туса лартнă.
Монумент ҫӗршыв чиккине палӑртакан юпаран, пӗр енче афган вӑрҫинче вилнӗ тата тепӗр енче чикӗри службӑн салтакӗсене халалланӑ мрамор плитасенчен тӑрать.
Мероприятие тӗрлӗ регионсемпе хуласенчен килнӗ, ҫар тумӗ тăхăннă, чикӗри ҫарсен ялавӗсене ҫӗкленӗ пограничниксем килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енрен, Ульяновск облаҫӗнчен, Пӑва районӗнчен, Хусан, Тольятти хулисенчен килнӗ ҫынсене курма пулчӗ. Паллах, пирӗннисем те – Ҫӗпрелӗн пограничникӗсем, афганецсем те пурччӗ.
– Паттӑрлӑх, чӑн-чӑн патриотизм кӑтартнисене, Тӑван çӗршыв умӗнче хӑйсен таса тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакансене эпир хисеп тунине пӗлтеретпӗр, – терӗ районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов.
– Иртнӗ çул кӗркунне Фарит Хафизовпа Фарит Сагдиев ҫакӑн пек монумент тăвасси пирки ыйтса, ыйту кӗртрӗç. Ӗҫе тытӑнтӑмӑр, укҫа пухрӑмӑр. Мрамор плитасене Карелирен кӳртертӗмӗр, – тесе калаçрӗ Ильдар Якупов. Ертӳçӗсем ҫак ӗҫе пуҫӑнакансене Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.
Митингра, çавăн пекех, хӑнасем – ветеран-пограничниксем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем хӑйсен çар служби çинчен, паттӑрла, хӑш чухне трагедиллӗ службăн йывăрлăхӗсене тӳссе ирттернӗ салтакри юлташӗсене аса илчӗҫ. Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене асӑнса пӗр минут шăп тӑчӗç. Ҫак кун ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ монумент умне чечексем хучӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев