Шланка ялӗ пӗвӗ çитнӗ, чечек пек хӗрне – 17 ҫулхи Альбинана юлашки ҫула ăсатрӗ
Ашшӗ-амӑшӗшӗн ачан вилӗмӗ – тӳрленми чӗрери суран
Вăл пурӑнмаллаччӗ-ха... Шухăш-ӗмӗчӗсем, хӑй юратса суйланă профессие алла илессишӗн вӗренессиччӗ. Мӗн чухлӗ çынна йӗртсе, ашшӗ-амӑшне хуйха путарса хăварчӗ Альбина...
«Вăл Питӗ ырă кăмăллăччӗ»
– Альбина Низамова пирӗн шкулта вӗренчӗ. 2019 ҫулта тӑххӑрмӗш класа пӗтерчӗ. Сапăр, ырӑ кӑмӑллӑ, тӑрӑшуллӑ вӗренекенччӗ, – тесе каласа парать хăйсен вӗренекенӗ çинчен шкул директорӗ Фарит Науметов.
– Классенче, хăвăр пӗлетӗр, лайăхрах вӗренекен вӗренӳре кăштах «уксахлакансене» пулӑшать. Альбина та тӗрлӗ предметсенчен пӗрле вӗренекенсене те пулӑшатчӗ. Пӗлнине калать, кирлӗ пулсан ҫырса та парать. Уроксем хыççăнхи мероприятисенче активлă хутшăнакан, хăш чухне йӗркелӳçӗ те пулчӗ Альбина. Районтан, тӗрлӗ конкурссенчен грамотăсем илсе таврăнчӗ...
Тӑххӑрмӗш класа пӗтерекен хӗре малалла та шкулта вӗренме юлма хистесен те, ӗнтӗ хăйне килӗшнӗ профессие алла илессишӗн çирӗп шухăшлă пулнă хӗр Ульяновск хулинчи медицина колледжне çул тытать. Ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗнче, кашни япалана хăй вăйӗпе тума хăнăхнă Альбина колледжра та питӗ лайӑх вӗренет. Ульяновск хулипе Шланка ялӗ хушши ытла инçех пулманран, вӑл икӗ эрнен пӗринче яла ашшӗ-амӑшӗ патне килсе çӳрет. Кил-çурт ӗҫӗсенче, килте пулӑшать.
– Инкек пуласса пире нимӗн те систермерӗ, – тет Фанис Низамов. – Ачасене кашни эрнерех кӗтсе илетпӗр. Альбинана, хӗрача пулнăран, вӑл тухса кайнă хыççăн ҫурт пушанса юлнишӗн, питех те тунсăхлаттăм. Пӗрер эрне килмесӗр юлсан, таврӑн ӗнтӗ, хӗрӗм, ҫак эрнере, – тесе шӑнкӑравлатӑп. Питех ырă кăмăллăччӗ ҫав хӗрӗмӗр, амăшне те, мана та яланах ырӑлăхӗпе, ҫепӗҫ кăмăллă пулнипе савăнтаратчӗ.
«Хӗрӗмӗрӗн чӗри тапма чарӑннă самантра, мӑнукӑмӑр çут тӗнчене килчӗ»
Пӗррехинче, киле таврăннă вăхăтра Альбина пилӗкпе ҫурӑмӗ ыратни ҫинчен каларӗ. Ялта вӗт пин тӗрлӗ ӗҫ. Ашшӗпе амӑшӗ те хӗрӗнче мӗнле-тӗр чир пур тесе шухӑшламан та, тен, йывӑр çӗкленипе-тӗр, е ывăннинчен-тӗр, иртсе кайӗ тесе шухӑшлать. Кунсăр пуçне, хӗр вӗренме вырнаҫсан, мӗнпур тӗрлӗ медицина тишкерӗвӗсем, комисси иртнӗ, пӗр врач та унра темле улшӑну пуррине каламан.
Ыратни вăйланнă хыҫҫӑн, тӳсеймесӗр Альбина тухтӑрсем патне каять. Вӗсем вара ӑна Мускаври госпитале кайма сӗннӗ. Çурӑм шӑммине çавăрса илсе ӳснӗ шыççа çавăнта касса илме тивӗçлӗ пулаççӗ. Альбина вара ашшӗпе амӑшне шавах лӑплантарнӑ. «Пурте лайӑх пулать атте, ан йӗр, анне те çумра ялан йӗрсе тăрать», – тесе видеоçыру та ярать-ха вӑл ашшӗне.
9 сехетлӗ операцие тӳссе ирттернӗ хӗр тӑна кӗреймест. Врачсем ашшӗне Мускава чӗнтереççӗ. Фанис вара чăнлăха пӗлсен, хӗрӗ ӗнтӗ текех сывалайманнине ăнлансан, тӳсеймест, тăнсăр пулать. Шăп çав вăхăтра, «Хӗрӗвӗн чӗри тапма чарăнчӗ» текен пӗр самантра ашшӗпе амӑшне ывӑлӗ шӑнкӑравлать: «Атте, мӑнукӑр ҫуралчӗ!» – тет.
– Çав çуралакан ачана Альбина мӗнле кӗтнине пӗлсенччӗ эсир, «аллăма илсе, пӗр хут кăна юратӑттӑмччӗ», тетчӗ. Мӗнле çапла тӳрӗ килчӗ вӗт – пӗр хаклă çыннăмăрăн чунӗ тухрӗ, мӑнукăмăр ҫуралчӗ, Турă пирӗн хуйхăмăра çапла çăмăллатма шутларӗ-ши ӗнтӗ, – тет Фанис, куҫҫульне чараймасӑр. – Ача вилнинчен те пысӑкрах хуйхă çук. Пире ҫак хуйха курма ҫырчӗ. Пӗтӗм ял халăхӗ, студент-тусӗсем килчӗҫ. Куҫҫуль юхма чарăнмарӗ ӗнтӗ çав кунсенче. Чӗрери суран та хӑвӑрт кăна тӳрленмест. Тӳрленет-ши тата. Пирӗн йывăр хуйхăмăра пӗрле пайланă ял ҫыннисене, туссене, тӑвансене, шкула, ял тӑрӑхӗн Советне, Ӗҫ тӑвакан комитетне, хӗрӗмӗрӗн юлташӗсене тав тăватпăр. Çакăн пек хуйхă курма никама та ан ҫыртӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев