Юлашки вăхăтра
Шахмат комплекчӗсене районти 21 пӗлӳ паракан учреждени илӗ.
Тутарстан Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче шахмат зонисене уçас енӗпе ятарлă проект Ҫӗпрел районӗнче те пурнӑҫланать. Проект шайӗнче август уйӑхӗччен районти мӗнпур шкулсенче те ҫакăн пек зонӑсем йӗркелӗҫ. Ҫак мероприятийӗн Тутарстанра шахмат вăййи урлă çамрăк ăрăвăн сывлӑхпа ӑс-хакӑл хастарлӑхне активлатасси. Шахмат зонисене йӗркеленӗ çӗрте вырăнти спонсорсем тата «Единая Россия» партийӗ пулӑшать.
Хальлӗхе район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, хресчен-фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗн Ильмир Махмутовăн пулăшăвӗпе Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицея – 3 шахмат комплекчӗ; хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Лысовпа пӗрле Кивӗ Йӗлмелӗнчи пуçламăш шкул-ача садне – 1; предприниматель Айрат Усманов пулăшнипе - Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкула 3 шахмат пуххи пачӗç. Ачасем, паллах, çакăн пек парнешӗн питӗ кăмăллă пулчӗç.
Нет комментариев