Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шкулсене ҫӗнӗ ноутбуксем пачӗç

Гаджетсене 29 шкул директорӗ илчӗ

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене 225 çӗнӗ ноутбуксене савăнăçлă лару-тăрура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пачӗ.

Тутарстанри çутӗç учрежденийӗсенче ноутбуксене ҫӗнетмелли программăна Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пуҫарнипе ирттереççӗ. Ноутбуксене çӗнетмелли проект «Ак Барс банк» урлă пурнӑҫланать. Цифровизаци çулталăкӗнче Тутарстанри шкулсем 12 пин çӗнӗ ноутбуклă пулӗç.

– Инноваци техно-логийӗсӗр пуçне паянхи пурнӑҫа куç умне те кăларса тăратма пулмасть. Кашни кун мӗнле-тӗр ҫӗнӗ технологисем пурнăçа килсе кӗреççӗ, е киввисене ҫӗнетеҫҫӗ. Интернет, гаджетсем пулмасан, ку чухнехи çын çак таранччен малалла каяйман пулӗччӗ, ман шутпа. Ку чухнехи технологисем пирӗн пурнӑҫа самаях ҫӑмӑллатаҫҫӗ, меллӗрех тăваççӗ.

Эсир, пӗлӳ паракансем, халиччен те лайӑх ӗҫлерӗр, ҫӗнӗ гаджетсемпе тата лайӑхрах ӗҫлеме пултарăр, тесе шанатăп, – терӗ Марат Гафаров ноутбуксем панă вăхăтра.

Реклама

–«Вӗрентекене – Ноутбук» проект шайӗнче районти шкулсенчи çакăн пек техникăна  тӑватӑ хут ҫӗнетрӗç. Ку ӗç 2010 ҫулта пуҫланнӑччӗ. Кăçал татах та çӗнӗ ноутбуклă пултăмăр. Пирте мӗнпур шкулсем те пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа тивӗҫтерӗннӗ. Ку ӗҫ те, çаплах, «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» федераллă программа шучӗпе пурнӑҫланчӗ, – терӗ мероприяти вăхăтӗнче районти çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов.

Паян 18 вӑтам тата 3 тӗп шкул директорӗ, ҫавӑн пекех ача сачӗсен-пуҫламӑш шкулсен 8 директорӗ хальхи вӑхӑтри техникӑна илме пултарчӗç.  Ноутбуксене ытларах, паллах, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулне тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицее пачӗç.

– Пирӗн шкулта 46 педагог пӗлӳ парать. Ноутбуксем ӗҫе питӗ ҫӑмӑллатаҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипе электронлă журналсене тултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех уроксенче тата класс тулашӗнчи мероприятисенче презентацисем ирттернӗ чухне çак техникăпа усӑ кураҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, педагогӑн пӗтӗм ӗҫӗ ноутбукпа тачӑ ҫыхӑннă, – тесе палăртрӗ 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулăн директорӗ Лилия Насибуллина.

– Шкулсене ку чухнехи техникăпа тивӗçтернӗшӗн республика ертӳçине тав тунине пӗлтеретпӗр. Технологисем ҫулсерен ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. Çавна пула эпир вӑхӑтпа пӗр тан утатпӑр. Шкулсемшӗн ку питӗ лайӑх парне, – терӗ савӑнӑҫне пӗлтерсе Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей директорӗ Наталия Маркова та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев