Шăрпăк – ачасен тетти мар
01 служба асăрхаттарать
Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче час-часах пулакан инкексен сăлтавӗсем тата вӗсенче вилекенсем те ачасем пулаҫҫӗ. Вӗсен аллине шӑрпӑк лекнӗ вăхăтра ӗҫ мӗнпе пӗтессине каласа тăмалла та мар. Ҫавӑнпа вӗсен вутпа вылямалла мар, экстремальлӗ лару-тăрура харпăр хăйне мӗнле тыткаламалли правилăсене, хӑйсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешме хӑнӑхусене пӗчӗкрӗнех вӗрентмелле.
Ашшӗ-амӑшӗсене ачасенче активлă пурнӑҫ позицине йӗркелеме, пушарсен тӗп сӑлтавӗсем ҫинчен каласа памалла, вут-ҫулӑмпа кӗрешмелли хăнăхусене тата пушар тухнă вăхăтра тăхтаса тăмасăр мӗн тумаллине вӗрентмелле. Шӑрпӑкпа вылянӑ чухне, ача вут мӗн чухлӗ хӑрушӑ пулнине ӑнланмасть. Анчах та ҫакна кашни ҫитӗннӗ ҫын яланах асра тытмалла. Вӑл хӑй ачин ӗҫӗсемшӗн яваплă. Пуринчен те малтан ачана вутпа выляни хӑрушă пулнине ӑнлантарма тивӗçлӗ. Пӗчӗк ачасене газ плитине, кӑмака чӗртме ирӗк парса, меллӗ вырӑнсенче шӑрпӑк, зажигалкӑсем хӑварса, эпир вӗсен пурнӑҫӗшӗн пысăк хӑрушлӑх кăларса тăрататпăр. Ачасене пӗр шиксӗр, вут – ҫыннӑн тусӗ тата тӑшманӗ, пушар килсе тухнин сӑлтавӗсем, пушар вӑхӑтӗнче мӗн тумалли çинчен каласа парӑр. Ачасене пăхакансăр ан хӑварӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнăçлăр. Ачасене вутпа выляма ирӗк ан парӑр. Пушар тухнă вăхăтра пӳртрен мӗнле хăрушсăр эвакуациленме, пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме вӗрентӗр.
Пушар сӳнтерекен ӗçченсене чӗнес тесе 01 телефон номерне пухмалла. Сире пушара хирӗç ӗçӗн службăн диспетчер пункчӗпе çыхăнтараҫҫӗ. Диспетчер хăй черетӗнче темиҫе ыйту парӗ, сирӗн ачӑр ҫакна хатӗр пулмалла. 1) Адрес? 2) Объект? (пушар ăçта, сӑмахран, шкулта, хваттерте, складра тата ыт.те). 3) Мӗн çунать? 4) Çуртăн номерӗ. 5) Хушамачӗ? 6) Телефон?
Çуртăрăн, ачӑрсен хăрушлăхӗ сирӗнпе çыхăннине ан манăр! – тет Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен енӗпе надзор уйрăмӗн аслӑ инспекторӗ, шалти служба майорӗ Инсаф Шакиров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев