Шăпана хирӗçлесе
90 ҫулти тыл ветеранӗ Миннизиган Халитова лӑпкӑ та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн савӑнса пурăнать.
Хӑйне 90 ҫулхи юбилейпе саламлама килнӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумне Ильгам Бикчурова тата ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫине Ильхамия Мухитована Миннизиган аппа уҫӑ сăн-питпе кӗтсе илчӗ.
– Хисеплӗ Миннизиган Абзалетдиновна, хӑвӑра шеллемесӗр тăрăшса ӗҫлени, район аталанӑвӗшӗн кӗртнӗ пайăр ҫамрӑк ӑрусемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Сире ҫирӗп сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗ, телейлӗ пурнӑҫ, ачӑрсен, ҫывӑх ҫыннӑрсен ăшшине туйса пурăнма сунатăп, – терӗ Ильгам Бикчуров, РФ Президенчӗн саламне, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн асăнмалăх парнине парса.
Миннизиган аппа Кӗçӗн Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн выҫлӑха та, нушине те нумай курма тивнӗ. Шӑпа ӑна ӗмӗр сывалайми чир, хӑлхасӑр-чӗлхесӗр, пулнипе те сӑнать.
Ҫапах та Миннизиган аппа пурнӑҫ ҫине лайӑх шухӑш-кӑмӑлпа пӑхма вӗреннӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче ӗҫленӗ. 1960 ҫулта качча тухса, мăшăрӗпе Анваршапа, икӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех тăрăшуллă, чыслă ӗç çулӗпе иртнӗ ветеран халӗ те кăштăртатса çӳрет-ха.
– Канăçсăр чун-чӗреллӗ пулнă пулӗ пирӗн ветеран, хăçан пăхатăн, вăл яланах ура çинче. Сывлӑхӗ ҫирӗп пулнăран, кăмăлӗ те çӗкленӳллӗ. Нумайӑшне тӗслӗхе илсе кăтартатăп Миннизиган аппан пурнӑҫ йӗркине, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев